12 февраля 2010 г.
Чăваш Ен Вĕрентÿ тата Чăваш Ен Культура министерствисен тĕллевĕ - республикăри шкулсене тата библиотекăсене компьютерсемпе чи çÿллĕ шайра тивĕçтернине, экспертсен хаклавĕпе ку шай Европăри çĕршывсемпе тан, шута илсе, Чăваш Ен Çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕпе, общество тата волонтер организацийĕсемпе пĕрле республикăри пĕтĕм халăха компьютер пĕлĕвĕ парас енĕпе тĕллевлĕ программа туса хатĕрлесси.
(ЧР Президенчĕ Н.Федоров
Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Çак сăмахсене каланăранпа чылаях та вăхăт иртмерĕ - районти нумай шкулсенче халăха компьютер пĕлевĕ парас енĕпе курăмлă ĕçсем туса ирттерме те тытăнчĕç. Акă, Тикашри тĕп шкулта пуçласа компьютер умне ларакансем валли ятарлă курс ĕçлеме пуçланă. 21 сехетлĕ программăпа ăс пухаççĕ кунта çÿрекенсем. Хăйсен пĕлÿ шайне ÿстерес текен 7 çын кашни ытлари кун уроксем хыççăн шкулти информатика класне пухăнать. Кунта вĕсемпе директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ В.Александрова, Н.Ульянова учитель тата ыттисем те занятисем ирттереççĕ. Çак курссене вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кунти «курсантсем» свидетельство таврашĕ илмеççĕ пулсан та, çĕнĕ технологине алла илни хăйсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Президент çÿлерех асăннă Çырурах пурте пĕлекен «Информаципе хуçаланакан тĕнчене тытса тăрать» текен каларăш паян кивелнине, халĕ тĕнчене информацие ыттисенчен маларах системăлама тата унран пĕлÿ илме пĕлекен тытса пырать тесе те каланăччĕ. Системăласси вара компьютер технологийĕн пуçламăшне алла илнинчен пуçланать те.