09 февраля 2010 г.
Сирĕн ялта кам староста тесен, миçе çын хуравлĕ-ши унăн ятне, хушаматне ялта. Пур-ши е çук-ши, еплерех унăн прависем? Çÿлти пуçлăхсен ĕçне кăштах çăмăллатма çеç туман-ши староста должноçне? Çапларах пулĕ çав. Енчен те ялти çын тăрăшса, ялта мĕн те пулин пултăрччĕ, пирĕн хыççăн мĕн те пулин юлтăрччĕ тесе ĕçлесен паллах староста пурри палăрать. Унпа канашлаççĕ те, унпа пĕрле ял йĕри-тавра та çаврăнаççĕ. Анчах «супер нуль» пулсан староста пурри те палăрмасть ялта.
Архивра ĕçленĕ май старостан пичечĕ пуррине пĕлтĕм. Унăн ячĕ те палăрать: Çÿлти Кинчерте - Илья Сидоров пулнă иккен. «Печать сельск.старосты Ст.Янситовского общества Никольской волости Чеб.уезда», - тесе çырнă. Çапла, ĕçлĕ çын, паллă та тирпейлĕ ĕçчен пулнă. Староста каланине итленĕ те, пурнăçланă та. Халĕ те çапла пултăрччĕ.