09 февраля 2010 г.
Çăкăр хури, шурри тата «серый» текенни пулать. Хаçатра «Теневые зарплаты» статья вулатăп: «Выдают работникам «черную», «белую», «серую» зарплату». Ирĕксĕрех пуçа шухăш çитет: çăкăрне кура укçи-ши е укçине кура çăкăрĕ-ши? Ара, камăн шурă çăкăр çиест килмест-ши, апла пулсан камăн «шурă укçа» илес килмест-ши? Камра айăпĕ йĕркеллĕ укçа илменшĕн? Бухгалтерта пулĕ е хуçара. Ĕçрен хăтармалла ун пек бухгалтерсене çеç. Е пысăкрах штраф хумалла. Вăл хăйех ун пек тумасть. Хуçа укçа параймасть? Тен вăл юри тăвать кăна. Ара, мĕн ĕлĕкрен укçа вăхăтра паманни аван пулнă хуçана, халĕ те çаплах пулĕ. Усă курать укçапа, çын ĕçленипе мар-и? Патшалăха та улталать. Ун пек хуçасем валли çул уçă пулмалла мар.