09 февраля 2010 г.
Çамрăклăх, эсĕ пур çут тĕнчере кашниншĕн. Чи-чи интереслĕ те савăнăçлă, асаилÿллĕ те ĕçлĕ, историллĕ те вăй-хăватлă кунсем - çулсем санăн ĕмĕрÿн çеккунчĕсем. Пенсие тухсан аса илетĕн те вăл кунсем епле иртнине, тишкеретĕн, енчен те тишкермелли самантсем пулсан. Пурах вăл кашнинех, анчах еплерех иртнĕ вăл кашнин. Эрех ăшне путман-и? Наркотикпа çыхланман-и? Пирус туртса тĕтĕм кăларман-и? Çавсем мантараççĕ вуçех, хуçаççĕ чуна. Ăçтан пуçланать-ха çамрăклăх? Пĕрремĕш юратуран мар-и? Пуçланать чĕре таппи, çирĕпрех утасси, ытларах шухăшласси, ĕмĕтленнесси тата ытти те.
Çамрăклăх ырăпа асра юлтăр тесен, усал йăласенчен хăпас пулать.