АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿре тăрăшать, юрлать, сăвăсем хайлать

09 февраля 2010 г.

Вĕренÿре тăрăшать, юрлать, сăвăсем хайлать

Анастасия Леонтьева. Çак хушамата тимлĕ вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Юлашки çулсенче унăн сăввисем тăтăшах пирĕн хаçатра пичетленнеççĕ. Паян пултаруллă çамрăка каллех сăмах паратпăр.

«Эпĕ 1997 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта 2003-мĕш çултанпа вĕренетĕп. Халĕ 7-мĕш класра. Пĕрремĕш класран пуçласа 6-мĕш класс таранах шкулта «4», «5» паллăпа вĕренсе пыратăп. Малалла та лайăх паллăсемпе вĕренме тăрăшатăп. Çавна кура, эпĕ хамăрăн учительсене тав сăмахĕ каласшăн, мĕншĕн тесен вĕсем пире тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ.

Сăвă çырма эпĕ 2-мĕш класра пуçланă. Уйрăмах кĕçĕн класри учительницăсем Л.Прокопьева тата Г.Романова сăвă çырма вĕрентрĕç. Пĕрремĕш сăвă «Вăрман» ятлă, вăл районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ. Çак вăхăтрах эпĕ «Тантăш» хаçатпа туслашрăм. Унта вара манăн «Чечек» ятлă сăвă пичетленчĕ. Малалла манăн сăвă-калав çырас кăмăл çуралчĕ. Çавна кура эпĕ хамăн сăвăсене илемлетерех, çыхăнуллăрах çырма тăрăшрăм.

«Хĕрлĕ ялав» тата «Тантăш» хаçат манăн сăвăсене пичетленишĕн эпĕ питĕ савăнтăм. Час-часах редакцисене кайсан мана унтан тĕрлĕ парнесем парса яраççĕ. Эпĕ уншăн питĕ хĕпĕртетĕп. Нумаях пулмасть сăвăсем çырнă ятпа мана грамотăсем парса чысларĕç.

Унсăр пуçне эпĕ музыка енĕпе интересленетĕп. 2-мĕш класран пуçласа 6-мĕш класс таран ÿнер шкулне çÿрерĕм. Ăна лайăх паллăсемпе пĕтернĕ ятпа мана свидетельствăпа грамота парса чысларĕç. Музыка шкулĕнче те аван вĕренме тăрăшрăм. Юрланине кура эпĕ чылай грамотăсемпе дипломсем илтĕм.

Малалла та çакăн пекех районта пулса иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма тăрăшатăп.

«Хĕрлĕ ялав» тата «Тантăш» редакцинче ĕçлекенсене тав сăмахĕ каласшăн».

 

Вĕренÿ

Вĕренетпĕр тăрăшса,

Çанăсене тавăрса.

«5» илме тăрăшатпăр,

Ялан уроксем тăватпăр.

Математика вара

Ялан кирлĕ пурнăçра.

Вырăсла та чăвашла

Вĕренетпĕр савăнса.

Çавăнпа та ачасем,

Шкулта вĕренекенсем,

Ан пăрахăр вĕренме -

Вăл кирлĕ ялан пире!

 

Хурăн

Пахчара хурăн ÿсет,

Таврана илем кĕрет.

Анчах тайăлса тăрать,

Куççульпеле макăрать.

Çын амантнă хурăна,

Хĕрхенмен иккен ăна.

Касса кайнă та шывне -

Хупламан ун суранне.

Çавăнпа хурăн макрать,

Питĕ хытă кулянать.

Ан амантăр хурăна,

Усал ан тăвăр ăна.

 

Кĕнеке

Ăс-тăн яланах парать,

Вĕрентет те çыртарать.

Сĕтел çинче пур мĕлке:

Ку вăл вара - кĕнеке.

Тĕрлĕ кĕнеке те пур,

Акă сăн ÿкерчĕке те - кур.

Кунта тĕрлĕ юмахсем,

Ваттисен сăмахĕсем.

Эп кĕнекене уçатăп,

Тăрăшса ăна вулатăп.

Пĕр вулама пуçласан,

Чарăнас та килмĕ сан.

 

Кушак

Паян тухрăм урама,

Хам кушака шырама.

Йыхăртăм, анчах килмерĕ,

Эп йыхăрсан вăл чĕнмерĕ.

Акă каçпала вара,

Эп çывăрнă вăхăтра,

Такам пит мяуклатать,

Ыйхăран вăл вăратать.

Тăтăм эпĕ васкаса,

Тухрăм картишне чупса.

Унта ман кушак тăрать,

Куçне хĕсерех пăхать.

Апат çитертĕм ăна,

Выртрĕ вара пĕр кана.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика