09 февраля 2010 г.
Çак кунсенче Пысăк Енккасси, Урнарпа Саруй ялĕнче пурăнакан суйлавçăсемпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ В.Шурчанов тĕл пулчĕ. Вăл РФ Патшалăх Думи мĕнле ĕçленине, халăхшăн мĕнле çивĕч ыйтусем лартнине, хăшĕсене пăхса тухнине, хăшĕсене татса пама май килменни çинчен, кризиса хирĕç кĕрешмелли пирĕн Правительствăн мерисем çинчен каласа кăтартрĕ.
Шел пулин те, Пысăк Енккассинче халăх нумаях пухăнаймарĕ, тĕл пулмалли малтан клубра, унтан шкулта пулать тесе пĕлтерÿсем çапни халăха аташтарчĕ пулмалла. Урнарпа Саруй клубĕсенче вара халăх туллиех пухăнчĕ, лармалли вырăн та юлмарĕ.
Тĕл пулуна пынисем нумай ыйтусем парса интересленчĕç, ялти çитменлĕхсемпе паллаштарчĕç, РФ Патшалăх Думинче те, ЧР Патшалăх Канашĕнче те халăхшăн татах та вăйлăрах ĕçлеме, малашне те çапла килсе çÿреме сĕнчĕç. Хăна тĕл пулупа кăмăллă пулни çинчен, ĕçчен халăхшăн пĕтĕм вăйне парса ĕçлеме хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ.
Асăннă хăнапа пĕрле Вăрмар район администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова та килсе Пысăк Енккассипе Урнар ялĕсенчи клубсенчи лару-тăру япăх пулнине курчĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕ пуль тесе шутлатăп.