АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр пулсан, çемье телейлĕ

09 февраля 2010 г.

Хăйĕн кил-çурчĕ пулсан çемье тĕреклĕ, ачи-пăчисем çурта хаваслă сассисемпе тултарсан татах та çирĕпрех. Ахальтен мар пулĕ çемьене халалласа тĕрлĕрен юрăсем хываççĕ. 2003 çула вара «Çирĕп çемье - вăйлă Чăваш Ен» тесе ят та панăччĕ. ЧР Президенчĕ çав çулхине Патшалăх Канашне янă Çырура вара пĕтĕмпе çемьешĕн ĕçлеме чĕнсе каланăччĕ. Унтанпа чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе Чăваш Ен юнашар регионсенчен те чылай мала иртсе кайрĕ.

Социаллă çурт-йĕр тăвасси çинчен калакан программипе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр е патшалăха тавăрса памалла мар субсидисемпе усă курса пурăнмалли условисене лайăхлатрĕç. Çăмăллăхпа паракан ипотека кредичĕ те халăха нумай пулăшрĕ. Пулăшу ĕçĕсене çынсем туйса илмелле лайăхлатрĕç. Çуртсемпе хваттерсенче ăшă, шыв тата çутă перекетлеме условисем туса парассипе те сахал мар ĕçлеççĕ. Коммуналлă çуртсенче йĕрке тăвас тата пурнăç пахалăхне ÿстерес енĕпе унта пурăнакансене хăйсене интереслентермелли механизмсене ытларах пурнăçа кĕртме тăрăшмалла.

Çынсем ăшă та хăтлă çуртсенче пурăнччăр тата ватăсем малашлăхшăн ан пăшăрханччăр тесе çине тăратпăр. Ку енĕпе Вăрмар хула тăрăхĕн, администрацийĕнче тĕрлĕрен мероприятисем пулсах тăраççĕ. Акă нумаях пулмасть пурăнмалли çурт-йĕр енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта Вăрмар поселокĕн территорийĕнче пурăнакан, çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе тата патшалăх енчен пулăшу тивĕçекен çынсем çырнă заявленисене пăхса тухнă. Заявленисем тĕрлĕ енлĕ пулнă - хăшĕ-пĕрисем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасшăн, теприсем пурăнмалли хваттерсем илесшĕн, «Ветерансем çинчен» Федераллă саккуна улшăнусем кĕртнĕ май Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем Вăрмар хула тăрăхĕн админисрацине заявленисем тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика