09 февраля 2010 г.
«2010 çулхи тата 2011-2012 çулсен тапхăрĕ валли планланă Федераллă бюджет» Федераллă саккунра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем валли уйăракан тĕллевлĕ бюджетсем хушшинчи трансфертсем пирки операцисем тăвасси çинчен çĕнĕ положенисем йышăннă.
Ку саккунпа килĕшÿллĕн 2010 çулта федераллă бюджетран вырăнти бюджета паракан субсидисемпе субвенцисен йĕрки те улшăннă. 12-мĕш статьян 4-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн укçа-тенкĕ памалли тĕллевлĕ операцисем Федераллă казначействăра уçнă республикăри тата вырăнти бюджетсен лицевой счечĕсем çинче пурнăçланаççĕ.
Пырса кĕрекен укçа-тенкĕ палăртнă йĕркепе вырăнти бюджетсен тупăшĕнче çирĕпленет. Район администрацийĕн финанс пайĕ казначейство уйрăмне укçа-тенкĕ пырса кĕрекенсен лицевой счечĕ çине тăкаксен расписанине тăратать. Касса тăкакне Федераллă казначействăн 2008 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчи 8-мĕш номерлĕ приказ никĕсĕ çинче палăртнă йĕркепе палăртаççĕ. Тÿлев докуменчĕсемпе пĕрле казначейство уйрăмне ытти документсем те тăратаççĕ. Вĕсем нормăпа право акчĕсемпе килĕшÿллĕн тĕрĕс тÿлени çинчен çирĕплетмелле.
Тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе операцисене вăхăтра туса ирттерес енĕпе уйрăм 2009 çулхи декабрь уйăхĕнчех хатĕрленме тытăннă. Паянхи куна 25 лицевой счет уçнă, бюджетпа çыхăннисемпе килĕшÿ тунă. Информацие улăштармалли йĕркепе тата условийĕсемпе килĕшсе татăлнă.
Ĕç тухăçлăхне ÿстерес, пулăшу памалли пахалăха лайăхлатас, çĕнĕ клиентсене явăçтарса документсене электронлă майпа хатĕрлессине йĕркелес енĕпе малалла активлă ĕçлетпĕр.
Бюджетпа çыхăнса ĕçлекенсене çакна аса илтеретпĕр: 2010 çулта бюджетсем хушшинчи трансферта вырăнти бюджетсен шучĕпе малтан пурнăçланă касса расхучĕсемпе компенсаци парас йĕркене федераллă саккунпа пăхман.