05 февраля 2010 г.
Хăйĕн пурнăçĕн 42 çулне журналистика ĕçне панă (вăл шутра районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕн ĕçне 28 çул), чи малтанах районта СССР (халĕ Раççей) Журналисчĕсен союзĕн членне кĕнĕ паллă та пултаруллă çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çырма тесе тăрсан ятне пĕрре те кун пек парасшăн марччĕ. Ара, 6 кĕнеке авторĕн анлă биографине пичет изданийĕсенче шырарăм та - ниçтах та тупаймарăм. Пуррине пур, хăш-пĕр кĕнекисем хыçĕнче «Автор çинчен» тесе палăртнă. Анчах та типĕлле вĕсем: «Хованский Анатолий Ильич 1940 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă, - тесе пуçланаççĕ те, - Вăл пире çĕнĕрен çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарасса шанатпăр», - тесе вĕçленеççĕ. Çавăнпа та «Атăсăр атăçă», тесе те пăхасшăнччĕ - вырăс каларăшĕ майлă мар пек. «Ăстан пуртти - катăк» - пĕрре те юбилей очеркĕн ячĕ мар. Тата юлашкинчен алла А.Белова (вăл та Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ) Анатолий Ильичăн 60 çулхи юбилейĕ тĕлне çырнă очерк та лекрĕ. Эппин, атти те пур, пуртти те катăк мар Анатолий Ильич Хованскин. Çак пичет материалне хамăр калав никĕсне хуратпăр та.
Ачалăх, çамрăклăх, комсомол...
Çамрăклăхĕ унăн Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсемпе çыхăннă. Ашшĕ, Илья Ефимович, Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме тухса кайнă. Амăшĕ, Феодосия Демьяновна, киле Тольăпа тата Володьăпа кăна тăрса юлнă.
Сахал мар асап-нуша курма тивнĕ Тольăна, çамрăклах ĕç çумне çыпăçнă вăл. Ялти пуçламăш шкула вĕренсе пĕтерсен Тикашри çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿренĕ. Кашни кун миçе çухрăм утман-ши ача? Вĕренессе вара лайăх вĕреннĕ. 1958 çулта Шăхальти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă, «За коммунизм» колхозра пĕр çулталăк ĕçленĕ. 1959-1962 çулсенче Совет Çарĕнче службăра пулнă. Халĕ вăл запасри капитан.
Пурнăçри ĕç çулĕсем унăн питĕ пуян. Çартан таврăнсан 1963 çулхи апрель уйăхĕнче ăна ВЛКСМ райкомĕн инструкторĕнче ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Икĕ çул иртсенех, пултарулăхне кура ĕнтĕ, районти комсомол комитечĕн иккĕмĕш секретарьне суйлаççĕ. ВЛКСМ Чăваш область организацийĕн ревизи комиссийĕн председателĕ те пулнă вăл, кунта ултă çул хушши вăй хунă.
1968 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн заместителĕнче ĕçлеме пуçланă.
Хаçатçă
«Паянхи пекех астăватăп-ха пирĕн пата редакцие Анатолий Ильич ĕçлеме пынă куна. Пире ун чухнехи редактор Ф.Ларионов хăйĕн çĕнĕ çумĕпе паллаштарма хăй пÿлĕмне чĕнчĕ. Акă, эпĕ паллакан çынах иккен. Хам комсомолка пулнă чухне ВЛКСМ райкомне çÿрекеленĕ-çке-ха. Çÿрекеленĕ пулсан та ун ятне-шывне пĕлмен те. Кăн-кăвак куçлă, кăмăллă вăтам пÿллĕ çын Анатолий Ильич Хованский пулнă-мĕн.
Çапла вара эпир пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр. Малтанхи кунсенчех вăл питĕ тăрăшуллă, ĕçшĕн хыпса çунакан, юлташсене, ытти çынсене те ялан пулăшма хатĕр пулни палăрчĕ. Парти, комсомол, ял хуçалăх, спорт темисем уншăн пĕри те ют мар малтанах редакципе çыхăну тытнăскерне. Çав тери илемлĕн çырма пуçлать тата корреспонденцисене. Пĕр тĕслĕх кăна илсе пăхар-ха. «Çурçĕр иртни виçĕ сехет патнелле кăна çывхарать-ха. Валя тумланчĕ те, çĕрлехи уçă сывлăшпа киленсе ферма еннелле çул тытрĕ. Ĕç çинчен шутласа пынă май, ферма çулĕ кĕске пек туйăнчĕ ăна, унта çитнине те сисмерĕ. Паян та вăл ĕç вырăнне чи малтан çитрĕ. Юлташĕсем килессе кĕтмесĕрех сыснасем валли çĕр улми пĕçерме тытăнчĕ. Шурăмпуç та çуталса килме пуçларĕ. Акă, Ольăпа Галя та çитрĕç».
Çак статьян малтанхи кĕске пайĕнчех ферма ĕçĕ мĕнле пулнине тавçăрса илетĕн. Унтан вăл сысна пăхакансен çăмăл мар ĕçне, анчах вĕсем нимĕнле йывăрлăхран та хăраса тăманнине уçса парать.
Унăн кирек мĕнле материалне те киленсе вулатăн. Вулакансем вĕсене кĕтсе тăраççĕ», - тесе аса илет пулас паллă журналистăн малтанхи утăмĕсене А.Белова.
Çулсем иртнĕ май Анисса Егоровнан сăмахĕсем айĕнче çĕршер вулакан алă пусма хатĕр пулĕ тетĕп. Яка та ăнланмалла чĕлхе, калас тенине тĕплĕн калама пĕлни журналист темле темăна хускатсан та вулакана хăй патне туртать. Çакă Анатолий Ильич ĕçленĕ хушăрах хăйĕн пĕлĕвне ÿстерессишĕн тăрăшнипе те çыхăннă. 1970 çулта вăл Чăваш ял хуçалăх институчĕн (хальхи академи) агрономи факультетне вĕренсе пĕтерет. Партин Чулхулари аслă шкулĕн журналистика уйрăмĕнче вĕренни те унăн çырас ĕçри хастарлăхне ÿстерме пулăшнă. Чи малтанах районта СССР Журналисчĕсен союзĕн членне те вăлах кĕнĕ. 1971 çулта Г.Мальцев писательпе республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн пай заведующийĕ А.Крысин рекомендаци параççĕ. 1974 çулта районта çак союзăн пуçламăш организацийĕ йĕркелеççĕ. Паянхи кун çак организаци 12 çыравçăна пĕрлештерсе тăрать.
Анатолий Ильич республикăра ирттерекен творчествăлла çыравçăсен конкурсĕсене те активлă хутшăнать. Физкультурăпа спорта, туризма тата Олимп юхăмне аталантарассипе ирттерекен конкурсăн «Спорт журналисчĕ» номинацире пĕр хут кăна мар малти вырăнсене тухнă, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин грамотине тивĕçнĕ. «Саккунпа йĕрке хуралĕнче» конкурсра та унăн материалĕсем чи пахисен шутĕнче. Çак номинацире илнĕ пур грамотăсене асăнсан списокĕ питĕ вăрăм пулĕччĕ. Çакна кăна каласа хăварар - 2009 çулта вăл ЧР Шалти ĕçсен министерствин Дипломне тивĕçрĕ.
Ĕçтешĕмĕрен ĕçĕ-хĕлĕ «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа кăна çыхăнман. Пултаруллă çыравçăна 1975 çулхи сентябрь уйăхĕнче Муркаш районĕнчи «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакторне лартаççĕ. Кунта вăй хунă хушăрах вăл Журналистсен союзĕн Чăваш Республикинчи правленийĕн членĕ пулнă. Унăн пархатарлă ĕçĕ çинчен республикăри Пичет секторĕн заведующийĕ пулнă А.Михайлов республика хаçатĕнче те çырса кăтартнăччĕ. Вăл Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн VI (1974), VII (1976), XI (1986), XVI (2006) съезчĕсен ĕçне делегат пулса хутшăннă.
Пурнăç шăпи Анатолий Ильича хамăр районах, тăван хаçат редакцинех илсе çитернĕ, 1978 çулхи декабрь уйăхĕнче вăл хаçатра ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать. 1987 çулта тĕп редакторăн заместителĕ пулма çирĕплетеççĕ. 1991 çултанпа пĕр вăхăтрах хаçатăн яваплă секретарĕн ĕçĕсене те пурнăçласа пыма тытăнать. Малалла каллех А.Белована сăмах парар-ха: «А.Хованский журналистăн аллинче перо яланах çивĕч. Статья е очерк хатĕрлет-и, кĕнеке кăларма материалсем пухать-и - кирек ăçта та ĕçĕ ăнăçлă пырать унăн. Темле кăлтăксем килсе тухсан та чăркăшса ятлаçмасть, пур ыйтăва та канăçлă татса парать, çынна тĕрĕссине ăнланма вĕрентет, тĕрлĕ енлĕ çырма, çырнине халăх чунĕ патне çитерме пĕлет. Çакă вăл пуян та чĕрĕ чĕлхепе, илемлĕх мелĕсемпе çырма, сăнарлăха уçса пама пĕлнинчен килет, унăн хайлавĕсем уçăмлă, иккĕллĕ шухăш çук вĕсенче». Вырăссем кун пек чухне «комментарисĕр», - теççĕ.
Кĕнекеçĕ
Акă, сăмахсене шăрçаланă май, Анатолий Ильичăн кĕнеке çырас пултарулăхĕ патне те çитрĕмĕр. Ку енĕпе те районта чи малтисенчен пĕри пулнă вăл. 1975 çулта чăваш кĕнеке издательстви унăн «Спорт - пирĕн тус» кĕнекине пичетлесе кăларнă. Унта Вăрмар районĕнчи физкультура коллективĕсемпе чаплă спортсменсем çинчен çырса кăтартнă. Хальхи куçпа пăхсассăн пысăках та мар вăл - 80 страницăран тăрать. Паянхи кун хуть хăш издательствăра та тем калăпăшлă издани те кăларма май пур чухне 35-40 çул каялла кĕнеке кăларасси мĕнле пысăк йывăрлăхсемпе çыхăннине çамрăксем пĕлмеççĕ те пулĕ. Анчах вăл вăхăтра ал çырăва халăх патне çитерес тесессĕн кĕсьере укçа кăна пулмалла пулман: тем тĕрлĕ инстанцисем урлă вăл идеологи тĕлĕшĕнчен совет пурнăçĕпе пĕр килет тесе çирĕплетмелле, кĕнеке издательствин планне кĕмелле пулнă. А.Хованский çакна тума пултарнă, Вăрмарсене кĕнеке кăларас ĕçре çул уçса панă. Тепĕр çултах А.Григорьева «Мăнçырма» кĕнеке пичетлесе кăларма пултарнă. Ăна редакцилессине Анатолий Ильич хăй çине илнĕ.
2000 çулсем пултаруллă çыравçăна çĕнĕ хĕм вĕрсе кĕртнĕ. Акă вăл 2000 çулта Çĕрпÿ типографийĕнче «Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ», 2001 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Тăван ялăм, Хĕрлĕçыр» кĕнекесем пичетлесе кăларать. Пĕрремĕшĕнче Вăрмарти ачасемпе çамрăксен Спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, кунтан тухнă пултаруллă спортсменсемпе, вĕсен тренерĕсемпе паллаштарать. Кĕнеке физкультурниксемпе спортсменсемшĕн, тренерсемпе физкультурăпа спорта юратакансемшĕн чăннипех те пысăк парне пулса тăчĕ. Тепĕр «парнине» вара вăл хăйĕн тăван ялне халалланă. Çак пысăках мар Хĕрлĕçыр ялĕн çыннисем кĕнекеллĕ пулса тăни автор хăйĕн пĕчĕк çĕршывне чунтан юратни çинчен каламасть-и вара?
Тăван хаçат çинчен те манмарĕ çыравçă. 2003 çулта унăн «Хĕрлĕ ялав» хаçата тата ăна кăларакан ĕçченсене халалланă «Тумхахлă та мухтавлă çулпа» кĕнеки кун çути курчĕ. 150 страницăран тăракан ĕçре Анатолий Ильич хаçат историне те, унта ĕçленĕ тата ĕçлекен, пичетлесе кăларакан çынсен кун-çулне тĕплĕн çырса кăтартнă. Хăш район хаçачĕ çакăн пек кĕнекепе мухтанма пултарĕ? Пур пулсан та - питĕ сахал вĕсем. Тăван района, спорта юратнă «тумхахлă та мухтавлă çул» ăна 2009 çулта тепĕр кĕнеке патне илсе çитерчĕ. «Вăрмарсем - Олимп çулĕпе» кăларăм чи пултаруллă ентеш - спортсменсемпе, тĕрлĕ вăхăтра Олимп вăййисене хутшăнма тивĕç пулнă «çăлтăрсемпе» Валериан Соколов боксерпа, Николай Пуклаков, Светлана Захарова, Татьяна Петрова çăмăл атлетсемпе, Сергей Иванов, Вера Андреева велосипедистсемпе паллаштарать. Яка та илемлĕ чĕлхепе çырнăскер, полиграфи тĕлĕшĕнчен куçа илĕртекен издани Вăрмар районĕнче Республика кунĕ иртнĕ тĕле пичетленсе тухса пуриншĕн те пысăк парне пулчĕ.
70 çула çитрĕ пулсан та лăпланмасть-ха ветеран. Унăн сĕтел сунтăхĕнче «Пĕр тăван Таратинсем» кĕнеке ал çырăвĕ тин кăна-ха вырăн тупрĕ. Нумаях та иртмĕ, вăл вулакансем патне çитсе Кавал ялĕнче çуралнă çакă паллă спортсменсемпе пурне те тĕплĕн паллаштарĕ.
Ĕçне кура хисепĕ
Çак каларăш хаçатçăсемшĕн йăлăхтармăш клише те пулса кайрĕ пулĕ. Анчах халăх сăмахлăхĕнчен мала иртме çук, хисепе ĕçлекенех тивĕçет. Анатолий Ильич Хованский те çавах. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн тата ырă тĕслĕх кăтартнăшăн вăл «Ĕçри хастарлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Ĕç ветеранĕ» медальсене тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Президиумĕ ăна пичет органĕсенче нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пичетпе информаци политикин министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă. 2003 çулта А.Хованские пичетре нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн РФ Пичет, телерадиовещани тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерстви Хисеп грамотипе наградăланă.
2004 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. А.Хованский журналистăн аллинчи калемĕ яланах çивĕч пулнине ĕçтешĕсем пĕлеççĕ, манмаççĕ. Ăна ЧР тата РФ Журналисчĕсен союзĕн Хисеп грамотисем парса чыс тунă.
Анатолий Ильич ĕçри çитĕнÿсем тăвакан çынсем çинчен çырма кăмăллать. Ăшă сăмах вăл яланах çунат хушать, чунра ырă туйăмсем çуратать. Эпир те çак йĕркесене ун çинчен çырнă май çав туйăмсене кăна вăратас терĕмĕр. Коллективра яланах ырăпа пурăннă, малалла та пĕр-пĕрне манмасăр, ыррине асра тытса кăна пурăнасчĕ.