05 февраля 2010 г.
Чăн та, 2002 çулхи çырав чăвашсемшĕн, наци шучĕпе илсессĕн, савăнăçлах пулмарĕ. Раççейре халăх йышĕпе 4-мĕш вырăнта тăракансем пушкăртсене малалла «ирттерсе ярса» 5-мĕшне юлтăмăр. Çакă ытларах тăван халăхран ютшăнакансем йышланса пынипе пулчĕ пулĕ. Мĕнле-ха атте-анне чĕлхинчен писсен те ăшра кам юнĕ чупнине манма пулать? Çĕршыври еврейсенчен çурри тăван чĕлхене пĕлмесен те хăйне урăх наци çынни тесе çыртармĕ. Пирĕн вара ...
Анчах халĕ урăххи пирки. Алăра 1762 çулта Раççейре ирттернĕ çырав (ун чухнехи пек каласан Ревизские сказки) хучĕн пĕр листи. Унта Сĕве уесĕн Аринск вулăсĕнчи Кивĕ Вăрмар (Старые Урмары, Тинсарино тож) ялĕнчи ясак тÿлекен çĕнĕ крещенсен темиçе çемйи. Пĕр хут листи, анчах мĕн кăна пĕлме пулмасть унтан;! Чи малтанах, тĕне кĕртни пирки. Çамрăкраххисем шкултанах пĕлеççĕ - Атăлçи тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсене XVIII-мĕш ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче христианство тĕнне йышăнтарма пуçлаççĕ. Çав вăхăтра ĕнтĕ Сĕве хулинче ятарлă приказ туса хураççĕ. Çапах та çак ĕç çăмăллăнах пулса пыманни ят-хушаматсене иккĕллĕ çырнинчен те курăнать. Калăпăр: «Рахик Актуллин, тĕне кĕртнĕ хыççăн Родион Тимофеев», - тесе çырнинчен. Чăвашсем ĕлĕк аякка тухса çÿреме хăранă тĕттĕм халăх пулнă текен халапа та сирсе ярать çырав. Акă Алексей Андреев Онка, Михайло Афонасьев Ĕпхÿ уесĕнчи Ярячлино тата Ярмулино ялĕсене куçса кайни паллă. Хĕрĕсене те юнашар ялсене кăна мар, инçетри ялсене качча панă. Онисья Степанова Сичивер, Анисья Степановна Илчевер Шăхаль вулăсĕнчи Сăхăтпуçĕнчен упăшкисене тупнă. Алексей Лукоянов вара арăмне Сĕве хулинчен качча илнĕ. Урăх наци çыннисемпе çемье çавăрасси ун чухнех пулнă, çавăнпа чăваш вырăсла пĕлмен, питĕ начар пурăннă тени те истори чăнлăхĕпе пĕр килмест. Çиме çăкăр çитмен çынна хула вырăсĕ хĕрне парас çук. Кунта ĕлĕкрех пирĕн енчи тутарсем ывăл-хĕрне: «Чăваш çăкăрĕ çимелле пултăр», - тесе калани тÿрре килет. Тутарсене аса илтĕмĕр пулсан, çакна та каласа хăвармалла - халĕ тутар ялĕ шутланакан Йăвăнчă ун чухне чăваш ялех пулнă-ха. Ахальтен 22 çулхи Татьяна Григорьевна Мерчене унта качча парас çук.
Çапла, пĕр пĕчĕк çырав хутĕнченех мĕн кăна пĕлместĕн. Чăн-чăн документ вăл. Суяс тесен те суйман ун чухне. Ултавçăсене питĕ хытă айăпланă. Çакăн çинчен çырав хучĕсен вĕçĕнче старостăпа суйланă çынсем çырса хăварни çирĕплетет. «...Эпир, староста, суйланисем тата ахаль çынсем, çак çыравра арçынсен йышне тĕп тĕрĕс, пĕрне те пытарса хăвармасăр кăтартрăмăр. Енчен те эпир кама та пулса пытарса хăвартăмăр пулсан, пирĕн аслă патша пире хăйĕн указĕпе хытă айăплатăр - чăпăрккапа хĕрхенмесĕр çаптартăр, çиелтен, кашни пытарса хăварнă чуншăн, рекрутсен йышне тултарнă пулсан та, çав килтен чи лайăх çынна салтака илтĕр». Пурте çак хута хăйсен тăмхисемпе (йăх паллисемпе) çирĕплетнĕ.