АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпĕ хамăн кукамайпа мухтанатăп

02 февраля 2010 г.

Ман юратнă кукамай Етĕрне районĕнче пурăнать. Ăна Мария Егоровна Сергеева тесе чĕнеççĕ. Унăн пурнăç çулĕ яланах ачасемпе çыхăннă: хăй те пилĕк ачана ура çине тăратнă, ĕç çулĕсем шкул ачисемпе иртнĕ. Çăмăл пулман кукамайпа кукаçин пилĕк ачине те аслă пĕлÿ илме май памашкăн. Пурнăç условийĕ хальхи пек пулман: ир-ирех тăрса кăмака хутса пÿрте ăшăтмалла, ачасене апат пĕçерсе çитерсе шкула ăсатма ĕлкĕрмелле. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усранă вĕсем. Кукамай каланă тăрăх, хăй вăл апат çиме ĕлкĕреймесĕрех сахал мар шкула тухса чупнă. Кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ вăл, вĕсене пĕтĕм чун ăшшине панă, вĕсемшĕн вăй-халне те, вăхăтне те шеллемен. Урокра вĕрентнипе çеç çырлахман кукамай, уроксем хыççăн вĕсемпе ал ĕç кружокĕнче ĕçленĕ: çыхма, тĕрлеме хăнăхтарнă. Çыхса тунă вазăсем кукамайăн хăйĕн те темĕн чухлех.

- Килти ĕçсене туса пушансан, тепĕр кун валли уроксене хатĕрлесе çитерсен яланах ал ĕç тума лараттăм, - тесе аса илет кукамай. Халĕ те унăн килĕнче мĕн чухлĕ ал ĕçĕ! Каймассеренех тыта-тыта пăхатăп эпĕ вĕсене, кашни япали кукамайăн тĕлĕнмелле пултарулăхне кăтартать. Вырăн тата пукансем çине сармаллисем, чÿрече каррисем, кавирсем - пурте кукамай аллипе тунă япаласем. Ĕçне кура хисепĕ: кукамайăн ĕçри çитĕнĕвĕсене нумай грамотăсемпе, «Вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ» паллăпа чысланă. Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Вăл - «Ача амăшĕ - героиня». Пурнăçра кукамайшăн чи хакли - ачисемпе мăнукĕсем час-часах пырса çÿрени. Эпир пырсан унăн куçĕсенче яланах савăнăç куççулĕ капланать. Кукамай вĕрентнĕ шкул ачисем те ăна манса каймаççĕ: кашни уяврах тав сăмахĕсем çырнă открыткăсем яраççĕ, ăна нихçан та манса кайманнине палăртаççĕ.

Кукамай тивĕçлĕ канура пулсан та, чунĕпе яланах шкулта. Сехечĕ-сехечĕпе те каласа пама хатĕр вăл шкул пурнăçĕ çинчен, яланах ăшă кăмăлпа, ырă сăмахсемпе аса илет шкул ачисене, унта ирттернĕ ĕç çулĕсене. Эпĕ хамăн кукамая чунтан юрататăп, унпа мухтанатăп, мĕн енчен те пулин ун пек пулма тăрăшатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика