02 февраля 2010 г.
Кăçал эпир Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистсене çапса аркатнăранпа 65 çул çитнĕ ятпа ирттерекен юбилее анлăн паллă тума хатĕрленетпĕр. Çак чаплă уяв кашниншĕнех пысăк пĕлтерĕшлĕ: кашни хулара, ялта çак ятпа чаплă мероприятисем иртĕç. Аслă Çĕнтерĕве фронтра вилĕмпе куçа-куçăн тăрса çапăçнă салтаксемпе пĕрлех тылра юлнисем те çывхартма пулăшнă-çке. Шел пулин те, вĕсен йышĕ çулран-çул чакса пырать.
Хĕрлĕçыр ялĕнче те фронтра пулнисенчен халĕ виççĕн кăна тăрса юлчĕç. Вĕсенчен пĕри - Яков Федотович Петров. Иртнĕ çул вăл 85 çул тултарнине паллă турĕ. Хаяр вăрçăн нушине самаях тÿссе ирттернĕ пулин те, хăйне патвар тытать.
Хăрушă вăрçăн йывăр та тумхахлă çулне чăннипех те паттăррăн утса тухать Петров старшина. 1943 çулхи февраль уйăхĕнче Хĕвеланăç фронтне, Смоленск облаçĕнче тăракан 97-мĕш полка лекет вăл. Вăрçăн хаяр кунĕсем пуçланаççĕ. Совет воинĕсем ял хыççăн яла ирĕке кăларассишĕн пурнăçа шеллемесĕр çапăçаççĕ. Чăваш каччи Якку та Крестьянские горы, Широново ялĕсене, Сухиничи рабочи поселокне тăшмантан тасатассишĕн пынă çапăçусенче хастарлăх кăтартать.
Анчах та тăшман каялла чакма шутламасть. Сывлăшра та, çĕр çинче те вут-çулăм ялкăшать.
1943 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Верховнăй Главнокомандующи И.В.Сталин панă приказра çапла каланă: «Тăшман инкек тÿсрĕ, анчах вăл парăнман-ха. Нимĕçсен çарĕ кризиса кĕрсе ÿкнĕ. Хĕрлĕ Çар вăйлăн пырса çапнипе вăл текех ура çине тăраймасть теме иртерех-ха. Нимĕç фашисчĕсене хирĕç пыракан вăрçă вĕçленмен-ха, вăл анлăн сарăлса пырать. Нимĕçсем пирĕн пĕр метр çĕре те çапăçусăр парасшăн мар».
Çапла. Кашни метр çĕршĕн хаяр çапăçусем пынă. Совет салтакĕсем вилĕме куçа-куçăн тăнă, тăван çĕршывшăн пурнăçне те шеллемен. 1943 çулхи март уйăхĕнче тан мар çапăçура Петров йывăр аманать, ăна сывалма Мускаври госпитале ăсатаççĕ. Унтан икĕ уйăхран сывалса тухать те Кăнтăр Хĕвелтухăç фронтне лекет. Июль уйăхĕнче пирĕн çарсем наступление куçнă. Ял хыççăн яла, хула хыççăн хулана ирĕке кăларса пынă.
- Курск патĕнчи çапăçусене ниепле те манма пултараймастăп. 49 куна пынă çапăçусем (1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕ - августăн 23-мĕшĕ) Курск, Орел тата Белгород хулисем çывăхĕнче иртрĕç. Икĕ енчен унта 4 миллион ытла çын, 13 пин ытла танк, 12 пин самолет хутшăнчĕ. Пирĕн оборонăна татма, унтан вара Совет Çарĕн ушкăнне çавăрса илме тĕллев лартса фашистсен çĕнĕ танкĕсем - «тигрсем» тата «пантерăсем» пирĕн çарсен позицийĕсем çине ыткăнчĕç. Совет воинĕсем çирĕп тăнипе тăшмана парăнман. Июлĕн 11-мĕшĕнче Совет Çарĕ контрнаступлени пуçларĕ. Вăл нимĕçсен фашистла çарĕсене аркатса тăкнипе вĕçленчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ РФ Президенчĕ хăйĕн 2007 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнчи Указĕпе Курск, Орел, Белгород хулисене «Çар мухтавĕн хулисем» ята пачĕ. Çакна вĕсем чăннипех те тивĕçлĕ, - аса илсе каласа парать Я.Петров фронтовик.
Анчах та август уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕр хаяр çапăçура Петров старшинана каллех амантаççĕ, ăна Кинешма хулинчи госпитале ăсатаççĕ. Ноябрь уйăхĕнче госпитальтен сывалса тухса киле таврăнать.
Аслă Отечественнăй вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн фронтовика I степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата ытти медальсемпе наградăлаççĕ. Унăн кăкăрне çавăн пекех «50-мĕш çар ветеранĕ» знак илем кÿрет.
Вăрçăран таврăнсан вăл мирлĕ ĕçе пуçăнать. Яваплă ĕçсем шанса параççĕ ăна. Тăван «Хĕрлĕ Кĕтне» колхоза ура çине тăратассишĕн хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать. 30 çул хушши Тикаш ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче вăй хурать, суйлавçăсен нуши-терчĕсене пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, вăй-халне парать. Çавăншăн ял-йыш ăна хисеплет, сума сăвать. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ паянхи кун та стройра. Килти ĕçсене пурнăçлама та ĕлкĕрет вăл, çав вăхăтрах обществăлла пурнăçа та хутшăнать. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килнĕ май, вăл шкул ачисемпе тăтăшах тĕл пулать, хаяр вăрçă кунĕсене тепĕр хут аса илет. Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас енĕпе пысăк витĕм кÿрет.