02 февраля 2010 г.
Кашни çын хăйне майлă пурăнать. Пĕрисем кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлесе ачи-пăчисене пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларас тесе тăрăшаççĕ, теприсем пирки вара тем калама пĕлмелле: ĕçлес те темеççĕ, ачисене те такам валли çуратаççĕ. Хальхи ăру ĕçкĕпе нумай пĕтет тетпĕр. Паянхи çамрăксене виçесĕр ĕçеççĕ тесе те вăрçатпăр. Анчах та каçарăр та, камсем вĕрентеççĕ-ха вĕсене алла черкке тытма?
Чи малтан вĕсем килте ашшĕ-амăшĕ алла черкке тытнине кураççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем ĕçнишĕн ачисем те намăсланаççĕ. Пирĕн вара çул çитмен ачасене упрамалла, вĕсен прависене хÿтĕлемелле. Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнче ку тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттеретпĕр, тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисем йĕркелетпĕр. Акă, нумаях пулмасть райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин секретарĕ Н.Борисова тата ачасен Вăрмарти пултарулăх çурчĕн методисчĕ Т.Петрова Пысăк Енккасси тата Аслă Чак ял тăрăхĕсенче пулса ăнăçсăр 6 çемьене çитсе килтĕмĕр. Вĕсенче çула çитмен ачасем 17 пурăнаççĕ. Рейд вăхăтĕнче ăнăçсăр çемьесен пурăнмалли условийĕсемпе паллашнă, вĕсенче ачасем еплерех пурăннипе кăсăкланнă. Административлă право йĕркине пăснăшăн икĕ ашшĕ-амăшĕ пирки, шел пулин те, протокол та çырма тиврĕ. Вĕсене райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвне пыма чĕнсе хăвартăмăр. Ашшĕ-амăшĕсен прависене йĕркеллĕ пурнăçламаннисене чылайăшне асăрхаттарса хăварнă. Çавăн пекех рейда хутшăннисем Пысăк Енккасси шкулĕнче учетра тăракансемпе профилактикăлла калаçу ирттернĕ.
Иртнĕ кунсенче кăна-ха районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчи О.Зайцева специалистпа пĕрле Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи пĕр ăнăçсăр çемьери ачасене Арапуçĕнчи реабилитаци центрне вырнаçтартăмăр. Ашшĕ-амăшĕсене хăйсен тивĕçне пурнăçламаншăн асăрхаттарса хăварнă.
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем асăрхаттарса хăварнинчен те тивĕçлĕ йышăну тумаççĕ, ачисене патшалăх пăхса çитĕнтермелле тесе шутлаççĕ пулас. Темиçе хут асăрхаттарсан та, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçламаннисенчен ачисене туртса та илме тивет. Çакă пĕчĕк чунсемшĕн питех те йывăр. Вĕсем вара айăплисене урăх çынсенче шыраççĕ, пĕтĕм тĕнчене курайми пулса ÿсеççĕ. Çакăн пек пулса ан тухтăр тесен харпăр хăй ачисене хăйсенех тивĕçлипе çитĕнтерме тăрăшмалла.
Редакцирен. Танлаштарма çук пысăк пайĕ тăрăшаççĕ те. Çакăн пек çемьери ачасен хайлавĕсемпе паллашма сĕнетпĕр те.