02 февраля 2010 г.
«Пĕтĕм Раççейри юристсен ассоциацийĕ» обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕ граждансене социаллă право пĕлĕвĕсем парас енĕпе йĕркеленĕ центрăн консультаци пункчĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов прокуратурăн иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарнă. Саккуна мĕнле пурнăçласа пынине «Арабоси» агрофирмăра тата Вăрмарти çĕвĕ фабрикинче тĕрĕсленĕ хыççăн тупса палăртнă çитменлĕхсем тăрăх каласа панă.
Район администрацийĕн юридици пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Борисова район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкернĕ. Хăйĕн калаçăвĕнче вăл ялсене тухса çÿресе ăнăçсăр çемьесенче пулни, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене тупса палăртни, хăш-пĕр çемьесенче ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстерес енĕпе кирлĕ пек тăрăшман ашшĕ-амăшĕсем пирки каласа панă.
Иртнĕ çул районта усрава илнĕ ачасем миçе пулни çинчен пĕлтернĕ. Çак мероприяти тĕлне библиотекăра «Ĕç прависене хÿтĕлесси», «Çурт-йĕр прави», «Еткер прави», «Социаллă гаранти», «Потребитель прави» пайсенчен тăракан «Çĕнĕ саккунсем» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. 2010 çулта законодательствăра пулакан улшăнусем çинче хаçатсенче çырнă материалсемпе паллаштарнă.