02 февраля 2010 г.
Раççейĕн ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ пуçарнипе нумай çулсем «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонне ирттернине пурте пĕлеççĕ. Ăна пирĕн районта 2010 çул тăршшĕпех ирттерме йышăннă, комисси туса хунă. Райадминистрацинче ĕçлекенсем ыр кăмăллăх кассине пĕр кун ĕçлесе илнĕ ĕç укçине куçарса панă та. Ыр кăмăллăх марафона хутшăнасси малалла пырать.
Республикипе илсен марафона хутшăнса 3 миллион та 200 пин тенкĕ укçа пухнă. Ку пĕрре те сахал мар. Çынсем хăйсен ыр кăмăллăхне палăртса марафона хутшăнни инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пысăк пулăшу пулĕ.