02 февраля 2010 г.
Хĕл сивĕ тăни кĕр тыррисен калчисене кăна мар, пыл хурчĕсене те иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, ытларах сиен кÿчĕ. Сивĕ кунсенче хуртсем апата нумай пĕтернине вĕсемпе ĕçлекенсем пĕлеççĕ. Çанталăк лайăх тăнă чухне те пĕр хурт çемйине талăкра 30-45 грамм, пĕр уйăхра 1 килограма яхăн апат кирлине палăртаççĕ. Пирĕн регионта вара çуркунне хуртсем вăранма тытăниччен 8-10 килограмм апат пĕтереççĕ. Ятарласа хĕл каçмалли пÿлĕм пулсан апат сахалтарах пĕтет, ирĕкре вара 2-4 килограмм ытларах кирлĕ. Сăнанă тăрăх, хурт-хăмăр ăстисем ытларах чухне апата нормăпа палăртнинчен 3-5 килограмм сахалтарах парса хăварма тăрăшаççĕ. Кăçалхи пек çанталăк пулсан çакă питĕ пысăк сăтăр тума пултарнине чухласа илчĕç пулĕ-ха хурт-хăмăр ăстисем. Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ В.Тобоев сăнанă тăрăх, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчех пыл хурчĕсен апачĕ 2-3 хут ытла пĕтнине палăртнă.Çавна пула хĕл вĕçĕнче пыл хурчĕсем апачĕ пĕтнĕрен выçă юлма пултараççĕ. Вĕллесене итлесе пăхнă тăрăх - унта ытла та шавлă. Ку вара вĕсем апат çисе температурăна пĕр пек тытма тăрăшнине палăртать. Хăйсен норминчен ытла апатланни вĕсен пыршăлăхне тултарса лартса, вар-хырăмне хирĕçтерсе яма пултарать. Вăрманлă вырăнсенче пыл туса илекен районсенче хĕл каçма хатĕрленĕ апатра çулçă пылĕ (падевый мед) пур. Вăл та хуртсен вар-хырăмне наркăмăшлантарса хирĕçтерет. Кун пек çемьесене хушма апатпа тĕрĕс тивĕçтерме пĕлни питех те пысăк вырăн йышăнать. Хуртсем выçăпа аптрасран тата йĕркеллĕ хĕл каçчăр тесен хальхи вăхăтра чуста евĕрлĕ кандие нозематпа хутăштарса памалла. Çак хушма апата Вăрмар районĕнчи пасарти «Пчеловодство» киоскра Р.Эмирханова хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен тĕп зоотехникран туянма пулать. Ăна «ЧР хурт-хăмăр агентстви» акционерсен уçă обществинче хатĕрлеççĕ. Хутăш апата туса хатĕрленĕ кунран шутласа 90 талăк усă курма юрать. Ку апата хурт-хăмăр ăсти хăй те килти условисенчех хатĕрлеме пултарать. Анчах та пур правилăсене те тĕплĕн пурнăçламалла, унсăрăн хатĕр апат хăвăрт хытса ларсан ăна пыл хурчĕсем çиеймеççĕ. Пĕлнĕ-пĕлмен çĕртен туянсан та вăл хуртсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Кандие хатĕрлеме лабораторинче тĕрĕсленĕ пыл кăна юрăхлă, мĕншĕн тесен хăш-пĕр пылсенче тĕрлĕ кăмпа(грибковые заболевания) тата çĕрĕк чирĕсене аталантаракан микробсем пулаççĕ. Кун пек чухне пыл хурчĕсен инфекциллĕ чирĕсене те çаклатма пулать.
Хальхи вăхăтра вĕллесенчи вилнĕ хуртсене тата вĕсене юрпа пăртан та тăтăшах тасатса тăмалла, нÿрĕке чакарас тесен сывлăша вĕртерсе тăрассине пысăклатмалла. Кĕскен каласан, пыл хурчĕсем тĕрĕс-тĕкел хĕл каçчăр тата вĕсене тĕрлĕ чирсем ан аптратчăр тесен, пирĕнпе тăтăшах çыхăну тытăр. Ку енĕпе сире районти хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен тĕп зоотехник та тивĕçлипе пулăшу кÿрĕ. Тĕрлĕ ыйтусем çине хурав илес тетĕр пулсан райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕнче февралĕн 19-мĕшĕнче 10 сехетре иртекен семинар-канашлăва та хутшăнма пултаратăр.