02 февраля 2010 г.
Чăваш Республикин прокуратуринче юридици сăпачĕсене тата уйрăм предпринимательсене тĕрĕслеме полномочи пур надзор органĕсен представителĕсемпе ведомствăсен хушшинчи канашлу иртнĕ.
Канашлура федерацин «Патшалăх тĕрĕслевĕ (надзорĕ) тата муниципалитет тĕрĕслевĕ ирттернĕ чухне юридици сăпачĕсен тата уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлесси çинчен» ФЗ-294 " саккунне тĕпе хурса 2009 çулта тунă ĕçсене, йĕркеленĕ мероприятисене пĕтĕмлетнĕ. Асăннă саккун çулталăк ытларах çеç «ĕçлет-ха», çавна май ун тĕлĕшпе нумайăшĕн ыйтусем çуралаççĕ. Калăпăр, пĕр çулталăкра пĕр-пĕр предприятире тĕрĕслевсен вăхăчĕ 50 сехетрен ытла пулмалла мар, пĕчĕк организацире вара - 15 сехет çеç. Анчах та ăнланса пĕтерме çук: çак вăхăта тĕрĕслекен пĕтĕм орган валли палăртнă-и е пĕрин валли çеç-и; Çавăнпа килĕшÿллĕн ФЗ-294 " саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри кăçалхи, теприсем вара 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн халĕ надзор органĕсем юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсене çеç мар, коммерци мар организацисене те тĕрĕслеме пултараççĕ. Чиновниксем çак мероприятисене планпа палăртса, палăртмасăр та ирттерме пултараççĕ.
Маларах надзор органĕсен хăйсем патне потребительсен правине пăсни, çын пурнăçĕпе сывлăхне сиен кÿни тата кÿме пултаракан лару-тăру сиксе тухни пирки информаци çитсен планпа пăхман тĕрĕслев ирттерме ирĕк пулнă. Кăçалтан ку енĕпе тепĕр пункт хушăннă. Енчен те тĕрĕслев органĕсене РФ халăхĕсен культура историйĕн палăкĕсене, культура пуянлăхĕн объекчĕсене сиен кÿрес хăрушлăх пурри пирки систерсен вĕсен малтан палăртман мероприяти йĕркелеме юрать.