02 февраля 2010 г.
Шупашкарта Раççей Правительствин Председателĕ В.Путин пулнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи пирвайхи ларăвĕнче чи малтанах çак паллă пулăма сÿтсе явнă.
Лару пуçламăшĕнче ЧР Президенчĕ премьера йышăнма пулăшнисене, çул-çÿреве йĕркелекенсене тав тунă. В.Путинăн тăваттăмĕш визичĕ, Николай Васильевич палăртнă тăрăх, уншăн та, республикăшăн та интереслĕ пулнă. Массăллă информаци хатĕрĕсем çутатнă темăсемсĕр пуçне çул-çÿревĕн ытти саманчĕ те пулнă. Президент вĕсем çинче чарăнса тăнă.
«Чылай проект пирки калаçрăмăр - Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ вĕсене ырларĕ, - тенĕ Николай Васильевич. - Çав шутра промышленноçри тата йăлари каяшсене анлăн тирпейлессипе, сиенсĕрлетессипе çыхăннă тытăм туса хурас енĕпе татăклă хушусем панă». Эппин, халĕ пĕрле укçа уйăрмалли майпа федераци бюджетĕнчен миллион-миллион тенкĕ илмешкĕн пирĕн питĕ хăвăрт ĕçлемелле. Ку енĕпе В.Путин енчен ăнлану пулнă: «Вăл çырнă резолюци нимĕнле бюрократишĕн те федераци Правительстви енчен çак программăна хутшăнас енĕпе хушăва пурнăçламасăр хăвармалли нимĕнле шанăç та хăвармасть».
Президент шучĕпе, тасатакан биологи сооруженийĕсене реконструкцилеме пĕрле укçа уйăрмашкăн В.Путин çырнă резолюци тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлемелле. Чăваш Енĕн кăнтăр енчи районĕсене кирлĕ водовод пирки те çавнах каламалла. Н.Федоров çавăн пекех Шупашкарти трактор завочĕ валли пысăк укçа уйăрни пирки те аса илтернĕ: 15 млрд тенкĕ.
Премьерпа политика ыйтăвĕсем пирки те калаçнă. Николай Васильевич иккĕленмест: В.Путин визичĕ республикăна курăмлă пулăшу кÿмелле.
Кабинет ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусен шутĕнче вара Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ тĕпре пулнă. Унпа килĕшÿллĕн производствăна анлăн диверсификацилеме палăртнă. Çĕнĕ заводсем тумалла. Ял хуçалăхĕнче те çĕнĕ çул-йĕре «симĕс çутă» памалла. Стратегие пурнăçа кĕртни регионăн пĕтĕмĕшле продуктне 3,7 хут ÿстерĕ, тĕп капитала хывакан инвестицисен кашни çын пуçне тивекен виçине 7,8 хут пысăклатĕ. Кабинет ку стратегие, республикăн энерги перекетлемелли тĕллевлĕ программине ырланă.
Транспорт тарифĕсене те пăхса тухнă. Шел те, вĕсем ÿсеççĕ. Хулари автобуссемпе троллейбуссенче тÿлев хакĕ 9-тан 10 тенкĕ таран пысăкланать. Хуласен хушшинчи çул çÿревсен 1 километрĕшĕн 1,56 тенкĕ тÿлеме тивĕ (халиччен 1,4 тенкĕ пулнă). Уйăхлăх çул çÿрев билетне 500 (транспортăн пĕр тĕсĕ валли) тата 665 (икĕ тĕс валли) тенкĕ тума йышăннă. Студентсем валли - 380 тенкĕ. Шкул ачисен билечĕсен хакне хальхи шайрах хăварнă - 330 тенкĕ. Н.Федоров палăртнă тăрăх, çапла йышăну тумасăр май çук, унсăрăн транспорт предприятийĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкĕç.
2009 çулхи 4-мĕш кварталти çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетнĕ, вăл 4215 тенкĕпе танлашать.