02 февраля 2010 г.
Хамăр хаçатăн иртнĕ номерĕнче кăна-ха районта Вĕрентекен çулталăкĕ старт илнĕ пирки пĕлтернĕччĕ. Халĕ вара январĕн 29-мĕшĕнче ăна республикăра мĕнле уçни пирки сăмах пырĕ.
«Советская Чувашия» хаçат паллă пулăм пирки: «Чăваш Енре экспериментсем ирттерме манса кайман-ха», - тесе пуçлать. Ку чăн та çапла, республикăра вĕрентекенсене халалланă çулталăка чаплă пуху - концертпа мар, on- Iine режимпа (ăнланмалларах каласан - тÿрĕ эфирта) Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш, Шупашкарти 2-мĕш лицейсенче, Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире, пирĕн районти Г.Е.Егоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулта ирттернĕ интернет-уроксемпе, «XXI ĕмĕр шкулĕ тата хальхи учитель портречĕ» пултарулăх марафонĕпе уçăлчĕ. Ĕçе çакăн пек çĕнĕлле йĕркелени республикăри ăс-хакăлпа техника ресурсне кăтартассипе мар, пур вĕрентекене те çак чаплă мероприятие харăсах хутшăнтарассипе те çыхăннă ахăр. Ара, ăна инçет çыхăну мелĕпе интернет урлă пур педагогпа шкул ачи кăна мар, вĕрентÿ ĕçĕпе кăсăкланакан кашни çын курма пултарчĕ. Вĕрентÿ министрĕ Г.Чернова калашле, урăхла майпа респуликăри 9 пин ытла учителе нихăш зала та пуçтарасси пулмĕччĕ. Уроксем тĕрлĕ предметсемпе иртрĕç: физика, акăлчанпа чăваш чĕлхи, хими...Вăрмарсем вара информатикăпа математика урокĕсене пĕрлештернĕ. «Информаци культурин коэффициентне шутласа кăларасси» ят панă С.Матросова информатика учителĕ тата Т.Шмелева математик. Ахаль çын чĕлхипе каласан, информаци культурипе паллаштарни пулчĕ ку. Тĕрлĕ конкурссемпе уçă уроксене хутшăнса чылай хăнăху пухнă Светлана Николаевнапа Татьяна Леонидовна хумханчĕç-ши пĕтĕм республика пăхакан урока ирттернĕ чухне; Калама йывăр - сăнра та, тыткаларăшра та палăрмарĕ. 9 б класс ачисем те маттур пулчĕç. Пĕр сăмахпа, урок ăнчĕ. Çак урока ирттерни пирĕн район педагогĕсемшĕн яваплăхпа пĕрлех пысăк чыс та пулчĕ. Ара, тăватă шкултан Вăрмарсем яллă районсем хушшинче пĕрремĕшсем пулчĕç. Шăнкăрав хыççăнах ыйту çуралчĕ - ентешсене пур шкултах курма пултарчĕç-и тата çакă мĕнрен килет; Шкулти интернет хăвăртлăхĕнчен иккен. Тата веб-камерăпа модем кирлĕ. Вĕсем вара пур вĕрентÿ заведенийĕсенче те пур.
Кăнтăрла хыççăн наци проекчĕсене сÿтсе явассипе ĕçлекен Канаш ларăвĕнчен тÿрĕ эфира ЧР Президенчĕ Н.Федоров тухнă, пурне те Вĕрентекен çулталăкĕ уçăлнă ятпа саламланă. Республика ертÿçи асăннă çул мода хыççăн кайни çеç мар, общество, шкул, учитель çине тимлĕрех пăхмалли, педагогсен пултарулăхĕпе професси шайне, статусне ÿстермелли вăхăт пулнине каланă. Çак тĕлĕшпе республикăра юлашки вăхăтра та сахал мар ĕç туса ирттернĕ - педагогсен квалификацине ÿстерессине çĕнĕлле, тухăçлăрах йĕркеленĕ, малалла туртăнакан вĕрентекенсене конкурссемпе проектсене хутшăнтарса укçа-тенкĕ енчен пулăшас ĕçе системăланă. 2007 çулта вĕрентекенсен ĕç укçине икĕ хут ÿстерме тесе палăртнă тĕллеве пурнăçланă. 2009 çулхи декабрьте вăтам ĕç укçи 12632 тенкĕпе танлашнă. Вĕрентекен çулталăкĕнче инноваци çулĕпе пыракан шкулсене пулăшу кÿрекен пĕлтĕр ĕçе кĕнĕ «Вĕрентÿ пуçарулăхĕ» проект малалла та ĕçлĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен хушма 6 млн тенкĕ уйăрĕç. Педагогсем валли пăхнă пур пулăшу çумне тепри хушăнĕ: Президент чи лайăх учительсем валли 50 пин тенкĕлĕх 200 преми туса хуни çинчен те хыпарланă. Çапах та, Николай Васильевич шучĕпе, учителĕн обществăри вырăнне çÿлерех çĕклесси саккунсем йышăннинчен тата укçа ÿстернинчен кăна килмест. Кашни педагогăн хăйĕн ятарлă пултарулăх мастерскойĕ пулмалла, вăя икĕ хут ытларах парса ĕçлемелле. Çакăн чухне кăна çÿллĕ технологисен тĕнчи валли çамрăксен çĕнĕ ăрăвне хатĕрлеме пултарăпăр.