29 января 2010 г.
Вăрçă ачисем теççĕ иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче пурăннă, ĕçленĕ ачасене. Нумай юлмарĕç вĕсем те пирĕн хушăра, вĕсенчен чи çамрăккисем те 80 çула çывхараççĕ ĕнтĕ. Акă, Кавал ялĕнче те вĕсенчен иккĕшĕ - Лидия Артюкова тата Николай Адюков çут тĕнчерен уйрăлчĕç - мĕн чухлĕ вăй хуман-ши вĕсем вăрçă кунĕсенче колхозра ĕçлесе?
Иртнĕ вăрçă çинчен нумай çырнă, калаçнă. Мĕн асра юлнă-ха вăрçă кунĕсем çинчен ун чухнехи ача-пăчасен?
Вăрçă вăхăтĕнче пур совет çыннисем те - салтаксемпе офицерсем, хĕрарăмсем, ачасемпе стариксем пурте «вăрçăра» пулнă. Вĕсем ăнланнă: вăрçă халех чарăнмасть, йывăрлăхсене чăтса ирттермелле, хаяр та вăйлă тăшмана çапса çĕмĕрмелле, Тăван çĕршыва çăлса хăвармалла. Вăйпитти арçынсем пурте фронта тухса кайнă, фашистсене хирĕç çапăçнă, тыла юлнă ача-пăчасем, хĕрарăмсем, ватă çынсем пурте, хастар ĕçлесе, фронта пулăшма тăрăшнă, Çĕнтерÿ кунне çывхартнă. «Пĕтĕмпе фронт валли, пĕтĕмпе Çĕнтерÿ валли!» - çакăн пек лозунг пулнă ун чухне.
Çывăрса выртма вăхăт пулман - ирхине хĕвел тухсанах ĕçе тухса кайнă та хĕвел анаспа киле таврăннă. Çуркунне ачасем лашасемпе суха тунă, сÿреленĕ, стариксемпе хĕрарăмсем алăпа тырă акнă. Пĕр пăт кĕрекен пурака йăтса миçе çухрăм утнă-ши вĕсем ана тăрăх; Плуг хыççăн кунĕпе утма та çăмăл мар, ана çине асфальт сарман вĕт. Тырă шăтса тухсан анасене çум курăкран тасатнă. Унта вара 7-8 çулхи ачасем те тухнă. Çум курăкне уя пăрахса хăварман - киле, выльăхсене çитерме çĕклесе е урапа çине хурса туртса кĕнĕ.
Тырă çитĕнсе çитсен ăна çурлапа, алăпа вырнă. Ирхине ирех уя тухса утнă. Хĕвелĕ хĕртет, анчах пуçа çĕклемесĕр выратпăр тырра. Пĕчĕк ачасене те ача ураписемпе туртса тухнă. Ачи йĕрсен те амăшĕн ăна пăхма вăхăт çук - хăвăртрах тырра вырса пĕтермелле, фронта пулăшмалла. Терт курнă пĕчĕк ачасем те, амăшĕсем те. Тырă вырнă чух ана çинчех ача çуратса панă тĕслĕхсем те нумай пулнă.
Пĕррехинче эпĕ Кивĕ Вĕренер ялĕнчен Кавала, киле, таврăнатăп. Хĕвел анса ларнăччĕ ун чух. Ыраш уйĕ тĕлне çитсессĕн илтетĕп - çурла сасси кăчăртатнине. Хĕрарăмсем тыр выраççĕ иккен.
- Мĕн эсир, - тетĕп, - Халĕ те выратăр-и вара; Тĕттĕм пулнă вĕт!
- Халĕ çурласем курăнаççĕ-ха, акă, алăри çурла курăнми пулсан кĕретпĕр киле, - теççĕ хĕрарăмсемпе ачасем.
Ялтан инçерех уйсенчи тырра вырма хĕрсемпе ачасем çĕрле те кайнă. Хăçан, мĕн чухлĕ çывăрнă-ши вĕсем, шăпăрлансем?
Тырра вырса кĕлтесем çыхнă, çĕмелсем туса лартнă. Çĕмелсене лашапа йĕтемсене турттарса капансем тунă. Тырă вырса пĕтерсен авăн çапма тытăннă. Тырра алăпа çапнă. Тата лашасене кÿлсе çавăрттаракан «коннăй молотилкăсем» те пулнă, трактор çавăрттаракан 1-2 молотилка пулнă ялĕпе.
Трактор тата лаша молотилкисемпе авăн çапма кăнтăрла тата çĕрле - иккĕмĕш сменăпа тухнă. Çĕрле авăн çапма шкул ачисем тата ытти çамрăксем ытларах тухнă. Кунта та ĕç ансат пулман - кĕлте çĕклемелле, лашасене пăхмалла, кĕлтесене молотилка ăшне чикмелле, улăма турттармалла, улăм ури тумалла. Тата вилес пек çыврас килет - кăнтăрла вĕреннĕ е ĕçленĕ вĕт-ха. Çавăнпа молотилка кăшт кăна чарăнсанах ачасем харлаттарма тытăнатчĕç.
Калас пулать - ĕçе тĕплĕ, тирпейлĕ тунă. Тырă вырнă чух пучахсене хăварма юраман - бригадирсем тĕрĕслесех тăнă.
Çапнă тырăна алласа тасатса михĕсене тултарса Вăрмар станцине, унтан фронта ăсатнă. Лашасемпе тата вăкăрсемпе турттарнă тырра.
Сухаласса та аван сухаланă анасене. Мĕн тарăнăш сухаланине виçсе - тĕрĕслесех тăнă. Çырма хĕррисене те пĕр шит сухаламасăр хăварман. Çур аки, тырă вырнă, пуçтарнă чух ялта пĕр çын та курăнман - пурте уйра хĕрсе ĕçленĕ. Киле юлнисем те урама тухма вăтаннă.
Астăватăп: эпир ял çумĕнчи уйра суха тăватпăр. Ялта, пасар вырăнĕнче, пĕр учитель тата 3-4 ача волейболла выляççĕ. Эпир, плуг хыççăн утса ывăннăскерсем, çилленсе пăхатпăр вĕсем çине. Кашни кунах выляççĕ, ахăлтатса кулаççĕ тата. Пĕррехинче, каç пуласпа, анана сухаласа пĕтертĕмĕр те плугсене лартма лаша витине кайрăмăр. Пирĕн пасар вырăнĕ урлă иртмелле. Леш волейбол площадки урлă иртнĕ чухне пирĕн ачасем тата эпĕ те, ним калаçса татăлмасăрах плуг çĕççисене антартăмăр та сухаласа кайрăмăр площадкăна. Выльăр халĕ сухаланă ана çинче! Куншăн пире никам та вăрçакан тупăнмарĕ. Учителĕ çеç тепре курсан ман çине шурă куçпа пăхрĕ.
Тата та ĕçленĕ ачасем, хĕрарăмсем, ватăсем. Ун чухне колхозра питĕ нумай кантăр акнă, унтан кантăр çăвĕ, сÿс тунă. Кантăр хутма эпир те кайнă аттепе тата пиччепе пĕрле. Хутнă кантăра шывран кăларса типĕтнĕ, унран хĕрарăмсем тылласа сÿс тунă. Халĕ çак тухăçлă ÿсен-тăрана акма пăрахрĕç наркотик тăваççĕ тесе.
Вăрçă вăхăтĕнче тата çынсене окоп-блиндажсем чавма та илсе кайнă, фашистсем кунта та çитме пултараççĕ тесе. Мĕн чухлĕ çын тертленнĕ унта; Вĕсен шутĕнче пирĕн анне те.
Вăрман касма, турттарма илсе кайнă тĕрлĕ çĕре. Пĕррехинче Çĕнĕ Вĕренер ялĕ хыçĕнче вăрман касатпăр, йывăçсене йăвантаратпăр, тататпăр. Унччен те пулмарĕ, хĕрарăм сасси илтĕнсе кайрĕ, хыттăн йĕрет, йынăшать. Чупса пытăмăр унта - ку 16 çулхи Матрунь йынăшать - йывăç айне пулнă та. Телее, пит йывăр аманман, ăна тÿрех Вăрмар пульницине илсе кайрăмăр. Унта чылаях выртма лекрĕ мĕскĕнĕн.
Тата тепĕр хурлăхлă ĕç пулса иртрĕ пирĕн бригадăрах. Йĕтемри капансене çапса пĕтернĕ хыççăн молотилкăна тепĕр йĕтеме çынсем хăйсемех туртса каяççĕ. Çакăнта пĕр хĕрарăм - Марук аппа - урапа айне кĕрсе ÿкнĕ, çавăнтах вилсе кайнă, ачисене тăлăха хăварнă. Аннесен, ытти хĕрарăмсен, ачасен хĕлле те çывăрма сахал вăхăт пулнă. Вĕсем килти ĕçсене тунă, каçсенче çип арланă. Астăватăп, улахсенче хĕрсем çип арласа ларнине. Çипрен стансемпе пир тĕртнĕ, кĕпе-йĕм çĕленĕ, пурте пекех улача кĕпе-йĕм тăхăнса çÿренĕ. Урасене пир е çăм тăла авăрланă та çăпата сырнă. Çуркунне çăпатана урама тухсанах шыв витетчĕ, çавăнпа çăпата тĕпне йывăçран тунă шакмаксем çыпăçтарнă. Шкулта вара вĕсемпе шакăртаттарса çÿреттĕмĕр.
Çимелли енчен те питĕ хĕсĕк пулнă. Вырса илнĕ тырра колхозран пĕтĕмпе тенĕ пек фронт валли илсе кайнă. Ĕçленĕшĕн кăштах паркаланă, анчах вăл çиме çитмен. Çăкăр çине хырнă çĕр улми, мăян, чĕкĕнтĕр янă. Кавалта крахмал завочĕ пулнă, унтан эпир мезга - çĕр улми юлашкине - туртса килеттĕмĕр. Ăна та янă çăкăр çине.
Çĕр улмине «иккĕмĕш çăкăр» тетпĕр. Чăн та çавă пулнă вăл - мĕн чухлĕ выçă вилĕмрен çăлса хăварман вăл вăрçă çулĕсенче; Колхоз уйне çуркунне çĕрĕк çĕр улми пуçтарма кайнă - унăн крахмалне сăрăхтарса илсе çăкăр çине янă, çинĕ. Пурте выльăх усрама тăрăшнă. Кашни килтен патшалăха сĕт-çу, какай памалла пулнă, хамăрăн та сĕт-турăх, какай çиес килет-çке...
Кил-çурта хутса ăшăтма та йывăр пулнă. Колхозран çапнă кĕлте, улăм паратчĕç. Выльăхсене çитернĕ хыççăн улăма кăмакара çунтарнă. Улăм хĕлĕпех хутма çитмен, çавăнпа кашниех килте кизяк хатĕрленĕ. Тислĕке шывпа çăрнă та кирпĕч евĕрлĕ формăсене чышнă, унтан вĕсене хĕвелпе типĕтнĕ, унтан çунтарнă.
Анчах вутă та кирлĕ-çке; Улăмпа мунча хутаймăн. Вутă вăрмансенче пур - Пăвапуç тата Çĕнĕ Çурт вăрманĕсенче. Анчах вĕсем инçе - 6-7 çухрăм пулаççĕ пĕр енне. Çавăнта каяттăмăр - çулла çĕклесе килнĕ çурăм хыçĕнче, хĕлле - çунашкапа. Анчах унта кайма хăрушă пулнă. Вăрмана сыхлакансем пулнă - «стрилук» тетчĕç вĕсене. Эпир хăрăк туратсене çеç кайнă, анчах стрилуксем ăна - кăна пăхса тăман. Пыратпăр çунашкана хăрăк туратсене туртса-стрилук килсе тухать те çунашкасене пуртăпа касса-ватса пĕтерет. Ăна курсан пурте çапписене пушатса хăварса çунашкисене туртса таратчĕç Кавал еннелле. Тĕлĕнетĕп - эпир халĕ килте йывăç кассан та çаппине çырмана пăрахса варалатпăр е пахчара çунтарса яратпăр.
Нимле йывăрлăхсене пăхмасăрах эпир шкулта вĕреннĕ. Вăрçă пуçлансан шкула çар чаçĕ йышăнчĕ. Эпир вара конюхсен çуртĕнче, колхозниксен çурчĕсенче вĕреннĕ. Кашни килтех салтаксем пурăннă. Пирĕн килте те Крисанов старшина, Карсункин сержант пурăнчĕç. Вĕсене анне хĕрхенетчĕ - ялан çĕр улми пĕçерсе çитеретчĕ е урăх апат. Хамăрăн та 4 ача фронтсенче çапăçатчĕç.
Кĕнеке вулама юрататтăмăр - уйрăмах вăрçă çинчен. Александр Дюма, В.Скотт, Николай Островский тата ытти писательсен кĕнекисене илме черет тăратчĕç. Кĕнекене вуласа тухсан ыттисене каласа паратчĕç.
Шкул ачисем шкулта тата ял клубĕнче тăтăшах концертсем тата спектальсем кăтартатчĕç. Юрăсем ытларахăшĕ вăрçă çинчен янăратчĕç, спектакльсем те çавах.
Çакăн пек пурăннă, ĕçленĕ «вăрçă ачисем», тыла юлнă хĕрарăмсем, ватăсем. Вĕсем те , салтаксемпе пĕрлех, Çĕнтерĕве туптанă, ăна çывхартнă. Çавăнпа вĕсене Тăван Çĕршыв манмасть.
Кавал ялĕ.