АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăслăлăхпа хăнăху конференцийĕ

29 января 2010 г.

Нумай пулмасть И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Атăлпа Урал хутлăхĕнчи ăслăлăхпа хăнăху конференцийĕ иртрĕ.

Конференци «Чăваш сăмахлăхĕпе халăхăн йăла ăспарулăхне тĕпчесе вĕрентмелли ăслайсем» ятлă пулчĕ, вăл тăватă секципе ĕçлерĕ.

Çак конференцие пирĕн районтан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хутшăнчĕç: Р.Теплова (Аслă Чак шкулĕ), И.Иванова (Пысăк Енккасси), А.Михайлова (Чулкас), О.Васильева (Энĕшпуç). Т.Цыркунова (Мăнçырма), Н.Авакова (Кавал). Конференци «Тăван литература - вăтам шкул вĕрентĕвĕнче», «Тăван чĕлхен ытарайми илемĕ», «Тăван чĕлхепе сăмахлăх вĕрентĕвĕнчи çĕнĕ ăслайсем», «Вырăнти историпе ăслăлăх - çыннăн элтешлĕхне çирĕплетмелли никĕс» секцисем çине пайланса ĕçлерĕ.

Эпир пĕрремĕш секцине хутшăнтăмăр, литературăна çĕнĕ технологи мелĕпе усă курса вĕрентес тĕслĕхсемпе паллашрăмăр: А.Артемьевăн «Çимĕс ылтăн» повеçне проект мелĕпе вĕрентесси» (Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Клементьевапа Е.Михайлова хатĕрленĕ), «К.В.Иванов пурнăçне, пултарулăхне çĕнĕ ăслайсемпе вĕрентесси» тата ытти те. XXI ĕмĕрте чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕ технологисемпе усă курса вĕрентме май килни тăван чĕлхен хакне ÿстерме май парать, ачасене те хăйсен чĕлхине хаклама, тĕрлĕ ăслай ĕçĕсемпе конкурсне, тĕпчев ĕçĕсене хутшăнма çул уçса парать. Çакă пире савăнтарать, пире те хамăр ĕçре çĕнĕ технологипе ĕçлеме хавхалантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика