29 января 2010 г.
Чăн-чăн вĕрентекен пулма çутçанталăк панă пултарулăх, тÿсĕмлĕх кирлĕ. Ачасемшĕн чи çывăх çын пулмасан ăна ăста педагог теме май та çук. Хальхи вăхăтра ачасене чунтан юратакан, йывăрлăха çĕнтерме пултаракан çынсем кăна вĕрентекен пулса ĕçлеççĕ пек туйăнать мана. Шăп та лăп çакăн пек çынсенчен пĕри тесе шутлатăп та эпĕ Кивĕ Вăрмар ялĕнчи шкулта 37 çул пĕр улшăнмасăр учительте ĕçлекен Юлия Александровна Гурьева пирки.
Малтанах унăн пурнăç кун-çулне кăштах аса илес пулсан, унăн ашшĕ те, амăшĕ те вĕрентекенсем пулман. Амăшĕ - Римма Егоровна - 1953 çултан пуçласа 1986 çулччен пĕр улшăнмасăр районти автотранспорт предприятийĕнче бухгалтерта, каярахпа районти коммуналлă хуçалăхра кассирта тăрăшнă. Ашшĕ - Александр Иванович - водительте. Вăл яланах аякри çулсене çÿренĕ, килте сахал пулнă. Пĕр вырăнта нумай çул ĕçлет тени вăл хăех çак çын çинчен лайăххине кăна палăртнă. Ивановсем те çавăн пек çынсенчен пĕрисем пулнă та, ачисене те çавнах хăнăхтарса ÿстернĕ. Юлия Александровна та ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илнĕ, мĕншĕн тесен вăл ĕçе мĕн пĕчĕкрен яланах тĕплĕн пурнăçлама хăнăхса ÿснĕ çын. Çемьере асли пулнă май, кĕçĕннисем - Николай, Людмила, Елена тата Михаил - ашшĕ-амăшĕсем ĕçре чухне яланах ун çумĕнче пулнă. Килĕнче ваттисем пулсан та, ытларах Юлия вĕсемшĕн яваплă пулнă. Кĕçĕннисене ĕçе хăнăхтараканни те, уроксем тума пулăшаканни те, айăплансан ятлаканни те вăлах пулнă. Çакна вара йăмăкĕсемпе шăллĕ халĕ те ăшă кăмăлпа аса илеççĕ. Ача чухнехи ĕмĕрех асра юлать пулĕ çав. Шел пулин те, пĕр шăллĕ, Николай, сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Юлия ĕç çумне пĕчĕкренех хăнăхса ÿснĕ терĕмĕр, лайăх вĕреннĕ, çапла вара вăл шкул вĕренсе пĕтерсенех, 1972 çулта, çакăнтах лаборанткăра ĕçлеме тытăнать, вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнпа та вăй хурать. 1979 çултанпа вара географи предметне вĕрентме тытăнать те мĕн паянхи кунчченех ачасемпе тĕнче йĕри-тавра çаврăнать. Юратаççĕ те хисеплеççĕ ăна вĕренекенĕсем.
Çитĕнсе çитсен, Юлия Александровнана ял каччи Станислав Никитич Гурьев куç хывать те, 1978 çулта вĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Çемьене пĕчĕк пепке - Оксана, унтан Александр илем кÿме тытăнаççĕ. Çав вăхăтрах вăл куçăмсăр майпа Хусанти педагогика институтĕнче географи уйрăмĕнче вĕренет, алла диплом илет.
«37-мĕш вĕренÿ çулне (2009-2010) кĕтсе илтĕм. Ачасен йышĕ кашни çулах улшăнса тăрать, анчах вĕренес туртăмĕ, хĕрÿлĕхĕ хĕмленсе тăнине кашни çĕнĕ ушкăн парттăсем хушшине ларсанах туйса илетĕп. Манăн вĕсене хам мĕн пĕлнине, чун-чĕрери чи çепĕç туйăмсене, çунатлă шухăшсене ним хăвармиех парас килет», - тет Юлия Александровна хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сăмах пуçарнă май. Ĕçне кура хисепĕ тенĕ мĕн авалтан, Юлия Александровнана та пĕрле ĕçлекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем хисеплеççĕ, сума сăваççĕ, тĕрлĕ çулсенче панă Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем те сахалах мар унăн.
Кашни ирхине çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе утать Юлия Александровна ĕçе. Ачасемпе ĕçлени уншăн вара çав тери пысăк телей. Хăйĕн ачисем те аслă пĕлÿллĕ. Хĕрĕ Шупашкарти кооператив институтне вĕренсе пĕтернĕ, ывăлĕ Иваново хулинче пушара хирĕç кĕрешме вĕрентекен институтра пĕлÿ пухнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти пĕр предприятинче пушар чаçĕнче вăй хурать. Канмалли кунсенче Юлия Александровнана ачисемпе мăнукĕсем килсе савăнтараççĕ. Вĕсем вара иккĕн - Анастасийăпа Екатерина. Шел пулин те, çак савăнăçлă саманта мăшăрĕ, Станислав Никитич, кĕтсе илеймерĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Пурнăç малаллах шăвать, чуна хытарса, ачасемпе тăванĕсем çине шанса пурăнать, ĕçлет хисеплĕ педагог. Чуна хытарса тени пĕрре те чунĕ хытнă тенине пĕлтермест, ачасемпе ăш пиллĕ, çынсемпе тарават вăл, чĕре ăшшине пурин патне те çитерме пĕлет кун-çулне ачасене халалланă педагог, çакăншăн ăна пурте хисеплеççĕ.