29 января 2010 г.
Кирек хăш майлă шутласан та, пурнăçра çыншăн та, ытти чĕрĕ чунсемшĕн те чи кирли - апат. Çыннăн сывлăхĕ те, кăмăл-туйăмĕ те, ĕç тухăçлăхĕ те вăл мĕнле апатланнинчен килет. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех çакăн çинчен ачасене вĕрентсе ÿстермелле.
Кĕлкеш шкулĕнче ачасен сывлăхĕшĕн питĕ тăрăшаççĕ. Çавăнпа та декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа шкулта «Шкул ачисене - тутлă та усăллă апат» акци ирттерме палăртнă. Вăл яланхиллех активлă иртет.
Шкул столовăйĕ пысăк, çутă, илемлĕ. Унтан яланах ырă та тутлă шăршă сарăлать. Ольга Николаевна Обручкова аслă поварпа унăн çумĕ Вероника Михайловна иккĕшĕ те çамрăк та вашават, тирпейлĕ те ĕçчен, сăпайлă, ачасене юратаççĕ.
Акци пуçланнăранпа Ольга Николаевна аслă повар тата шкулти Н.А.Афанасьев музейĕ çумĕнчи ачасен «Тăван ен» пĕрлешĕвĕн активисчĕсен пуçарăвĕпе (руководителĕ С.В.Романова) нумай интереслĕ мероприяти иртрĕ. Конкурссене ачасем хаваспах хутшăнчĕç, акцине тата малалла, январь уйăхĕ вĕçлениччен, тăсма кăмăл турĕç.
Çак таранччен ачасем тутлă та техĕмлĕ апат вăрттăнлăхĕ пирки темĕн тĕрлĕ лекцисем, класс сехечĕсем, презентацисем, видеосюжетсем курса-итлесе, мастер-классенче хутшăнса савăнчĕç. Тĕслĕхрен, «Как готовится вкусное праздничное блюдо» вăйă-представлени, «Сладкий приз своими руками» Ольга Николаевнан мастер-класĕ питĕ нумай енлĕ те тарăн шухăшлă иртрĕç.
Лăп та шăп пĕр уйăх шкул библиотекинче «Вкусные блюда» кĕнеке, хаçат-журнал публикацийĕсен выставки иртрĕ. Ачасем хăйсем те нумай материалсем тупса илсе килчĕç. Çавăн пекех вĕсем «Вкусно - это здорово!» сăвă-калав, статьясен конкурсĕнче хутшăнчĕç. Унта 5-9 классенчи ачасем ăмăртрĕç. Н.Обручкова (5 кл.), А.Семеновпа В.Григорьев (7 кл.), В.Молодкина (8 кл.) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Вĕсемпе пĕр танах 3 класри Е.Данилова та мала тухрĕ. «Как правильно питаться;» темăпа буклетсем туса 8 класри С.Данилова, А.Кузьмина, М.Хохлова çĕнтерчĕç.
Вĕсем хыççăн ачасем «Вкусные блюда» ÿкерчĕксен конкурсĕнче тупăшрĕç. Кĕçĕн классен хушшинчи çĕнтерÿçĕсем: Н.Порфирьева, Т.Иванов (2 кл.), М.Павлов (3 кл.), В.Меров (1 кл.), Т.Кузьмина (4 кл.), 5-мĕш класрисем хушшинче В.Валькина, С.Матвеева, Н.Обручкова, 6-9 классенче И.Паденькова (7 кл.), В.Молодкина (8 кл.), Г.Илларионова, В.Ваняшина ( 6 кл.) ĕçĕсем чи лайăххисем пулчĕç. Чи лайăх ĕçсене стенд çине вырнаçтарса выставка йĕркеленĕ.
Çак кунсенче Ольга Николаевна ачасемпе тата апат пĕçерме вĕрентмелли урок-вăйăсем ирттерчĕ. 2, 3, 4 классенчи ачасем шкул столовăйĕнче хăйсен аллисемпе тем тĕрлĕ фигурăллă пылак крендельсем туса пĕçерсе çирĕç. 5 класс ачисем вара ăмăртмалла тутлă винегрет хатĕрлерĕç, пурте пĕрле ăна çисе хĕпĕртерĕç.
Акци малалла пырать-ха. Ачасем тата рефератсем, тĕпчев ĕçĕсем, стена хаçачĕсем хатĕрлеççĕ. Çĕнтерÿшĕн кăна мар, пĕр-пĕрне кăтартса, вĕрентсе пырса хăйсен материалĕсем ыттисене мĕнле те пулин усă кÿрччĕр тесе тăрăшаççĕ. Çапла пултăрччĕ ĕнтĕ
Аяларах пичетленекен халал сире пурне те усăллă пуласса шанас килет.