АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен савăнăçĕ аслисене куçрĕ

29 января 2010 г.

Ачасен савăнăçĕ аслисене куçрĕ

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон пирĕн районта вăй илсех пырать. Ыр кăмăллăх акцине йĕркелекенсем Чĕнсе каланине пурте хапăл тусах йышăнчĕç. Акă, нумаях пулмасть районта Вĕрентекен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд - Траст» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕн заместителĕ С.Кириллов та хутшăннă.

Вăл В.Иванов депутат хушăвĕпе ыр кăмăллăх акцине хутшăнса районти йышлă çемьери ачасене валли пылак кучченеçсем парса хăварнă. Ачасемшĕн паха парнене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн пирĕн районти пулăшуçи, район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, кунти методист Т.Петрова, райадминистрацин опекăпа попечительствăн тĕп специалисчĕ И.Дмитриева Арапуç ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемьесене çитерсе пачĕç. Сăмах май каласан, Арапуç ял тăрăхĕ районта чи пысăккисенчен пĕри: Арапуçĕнче 790 хуçалăхра 2052 çын пурăнать. 2009 çулта ку ял тăрăхĕнче 22 ача çут тĕнчене килнĕ, ку цифра кăçал тата пысăкрах пулмалла тесе шутлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем «Ялсен 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программăпа ĕçлесе пырассипе те районта чи лайăххисенчен пĕрисем. Патшалăх панă пулăшупа туллин усă курас тесе çине тăраççĕ. Мĕн май пуррине пурне те пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ.

Ыр кăмăллăх марафона хутшăнакансем чи малтанах Çĕнĕ Кавалти Егоровсен килĕнче пулчĕç. Вĕсен 6 ача - Юрий (1994 ç.), Николай (1996ç.), Александр (2001 ç.), Алексей (2002 ç.), Сергей (2004 ç.), Мария (2009 ç.). Арапуçĕнчи Петровсен вара 5 ача: Ирина (1994 ç.), Елена (2000 ç.), Кристина (2002ç.), Константин (2005ç.), Даниил (2009ç.). Унтан Порфирьевсен çемйине çитсе курчĕç. Вĕсен хальлĕхе 4 ача, кĕçех пиллĕкĕмĕшне кĕтеççĕ. Асли - Дима (2001ç.), Анастасия (2003ç.), Кирилл (2005ç.), Даниил (2005ç.). Пылак кучченеç ачасемшĕн çав тери паха пулчĕ.

- Урапа та пĕр йĕрпе кусмасть тенĕ пек, пурнăç та çаплах, тĕрлĕрен улшăнусем пулса пыраççĕ. Çапах та эсир çемьере йыш хушма хăраман, ку хăйне евĕрлĕ паттăрлăх тесен те пĕрре те йăнăшмастăп. Сирĕн пек çемьесем районти демографине тытса пыма пулăшаççĕ, эсирех çĕр шыв хуралçисене пăхса çитĕнтеретĕр. Ку кучченеç патшалăх енчен сире хисеп тунин пĕр пайне кăна палăртать. Çапах та ăна сирĕн пата илсе çитерме çав тери кăмăллă пулчĕ. Депутат пулăшуçи пулнă май, вăл хăйĕн суйлавçисемшĕн тăрăшнине туйса тăратăп. Ырăлăх ĕçне хутшăнни халăхпа çывăх пулма май парать, - терĕ Юрий Васильевич ачасене пылак кучченеçсене панă май. Пĕчĕккисен савăнăçĕ аслисем çине куçрĕ. Ыр кăмăллăх марафонĕ малалла пырать, халĕ çула тухнисем районти социаллă пулăшу кирлĕ çынсем патне çитес вăхăтсенчех çитме палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика