АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налука та тÿлеме пĕлес пулать

29 января 2010 г.

Налук законодательствине мĕнле пурнăçласа пынине тĕпченĕ май район прокуратури транспорт налукне тÿленĕ чухне граждансем умне хăш-пĕр йывăрлăхсем тухса тăнине палăртнă. Çавна пула вĕсем çак хырçăна вăхăтра тата туллин тÿлеймен. Федераци налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн тытăмне кĕрекен Вăрмар районĕнчи территори подразделенийĕ миравай судья патне транспорт налукне шыраса илесси пирки 977600 тенкĕлĕх 887 заявлени ярса панă. Асăннă налука суд урлă шыраса илес пулсассăн, çынсен хушма тÿлевсем те тÿлеме тивнĕ пулĕччĕ. Çакăн пек килсе ан тухтăр тесен, саккуна пĕлни кирлĕ. Уйрăммăн илсессĕн, РФ Налук кодексĕн 362 статйин 1-мĕш пайĕпе уйрăм çынсем тÿлемелли налук калăпăшне транспорт хатĕрĕсене регистраци тăвакан органсем тăратнă тăрăх шутласа параççĕ. Çак саккунăн 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн налука алманчăсем (налукçăсем) ярса панă уведомлени тăрăх тÿлеççĕ. Чăваш Республикинчи налук ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе тăрасси çинчен калакан саккунăн 38-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн транспорт налукне мартăн 31-мĕшĕнчен кая мар тÿлемелле. Транспорт налукне тĕрĕс мар палăртнă пулсассăн, налук тÿлекенсем сиксе тухнă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе çÿлерех асăннă инспекцие пыма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика