29 января 2010 г.
2003-2009 çулсенче РФ субъекчĕсенче çурт-йĕр хута ярас енĕпе пирĕн республика пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунта ял çынни валли çурт-йĕр лартасси те кĕрет. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн малаш тĕллевлĕ политики уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: ялсен инфратытăмĕ пĕр çыхăра. Вĕсене газ кĕртнĕ, асфальт çулпа çыхăнтарнă, таса шывпа тивĕçтернĕ. Паян çынсем харпăр хăй çĕкленĕ çуртра пурăнасшăн, ун çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç çитĕнтересшĕн.
«Ялсен 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çемьесене çурт-йĕр çавăрма федераллă, республика, район бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ кашни çулах чылай уйăраççĕ. Иртнĕ çул çак программăпа килĕшÿллĕн 8 çемье свидетельствăсем илнĕ. Вăл шутра Чупай, Кĕтеснер, Энтрияль, Чулкас, Пинер, Тикаш ял тăрăхĕсенчен пĕрер, Арапуç ял тăрăхĕнчен икĕ çемье. Укçи-тенкине çапла уйăрнă: федераллă бюджетран - 1785,43, республика бюджетĕнчен - 297,53, вырăнти бюджетран 595,11 пин тенкĕ.
Унсăр пуçне çак тĕллевлĕ программăпах 12 çамрăк çемьепе çамрăк специалистсене пурăнмалли условисене лайăхлатма, çурт-йĕр çавăрма федераллă бюджетран 2680,09, республика бюджетĕнчен 893,33, вырăнти бюджетран 2680,09 пин тенкĕ укçа панă пулнă. Кăçал та ку программăна анлăн пурнăçа кĕртме палăртатпăр.