29 января 2010 г.
Иртнĕ кунсенче ЧР Правительствин агропромышленность ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Н.Федоров Президент та хутшăннă. Малтанах агропромышленноçăн 2009 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, ырă туртăмсене тата производствăра çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнипе çыхăннă ăнăçусене палăртнă.
Çулталăк пуçланса çĕнĕ çулăн малтанхи уйăхĕ вĕçленчĕ. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ пек, шăп та лăп çак вăхăтра иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмĕшле тишкерсе, малашлăха палăртаççĕ. Пĕрлехи ларура та çакăн пекех пулчĕ. Итогсене пĕтĕмлетнĕ май ырларĕç те, ятларĕç те. Хăш-пĕр çитменлĕхсене пăхмасăрах, пирĕн района вара ытларах лайăххисен ретне кĕртнĕ. Патшалăх программисене туллин пурнăçласа пыраканнисен хушшинче те пирĕн район начар мар ĕçленĕ. Республикипе илсен, лайăх ĕçлесе пыракан виçĕ район хушшинче пирĕн район та пур.
Республика Президенчĕ Н.Федоров ял хуçалăх продукцине тирпейлессин ыйтăвĕсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен чарăнса тăчĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăм хуçалăхсем çĕнĕ технологисемпе тĕрлĕрен продуктсем кăларма тытăннине тĕслĕхсемпе илсе кăтартрĕ. Çак тĕслĕхсенче татса памалла мар ыйтусем пулмалла марри куç кĕрет палăрчĕ. Тĕнчере мĕн пулса иртнине йăлт курса тăмаллине тата малашлăх пуррине шута илекенсем, пĕлÿсемпе ăслă тата оперативлă усă куракансем кăна çĕнтерме пултарнине, çĕнĕ йышши аграри продукцине кăларма тытăнмаллине, çавăн пекех ял хуçалăхĕн, апат-çимĕç промышленноçĕн тата тирпейлекен промышленноç продукцийĕн Чăваш Ен экономикин тытăмĕнчи тÿпине пысăклатассине палăртрĕç анлă ларура.