26 января 2010 г.
Пĕтĕм Раççейĕн халăхĕн çыравĕ кăçалхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртмелле. Черетлĕ шутлаври çĕнĕлĕхсемпе Федерацин патшалăх статистика службин ЧР территори органĕн ертÿçи Э.Максимова паллаштарать.
- Федерацин «Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртнине çирĕплетрĕç. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятие мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ?
Паянхи кун тĕлне Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне ирттерме право никĕсне хатĕрлесе çитернĕ. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Д. Медведев «Федерацин «Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» 293-мĕш саккуна алă пуснă. Тÿрлетÿсем саккунăн халăх çыравĕ çинчен калакан йĕркесене 2002 çулхи çырав опытне тĕпе хурса уçăмлатаççĕ. Халăх çыравĕшĕн яваплă тĕп ведомство малтанхи пекех Росстат шутланать, влаçăн регион органĕсен яваплăхĕ вара халĕ татах ÿсет. Тĕслĕхрен, çырав персоналне вĕрентме, ĕçлеттерме, Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн хучĕсене тата ытти документа упрама хураллакан пÿлĕмсем тупса парас, транспорт тата çыхăну хатĕрĕсемпе тивĕçтерес полномочи РФ субъекчĕсене куçать. Вĕсене федераци бюджечĕ уйăракан субвенци шучĕпе пурнăçлаççĕ.
Саккун граждансен информацийĕн конфиденциаллăхне сыхламалли ирĕке гарантилет. Хыпар пухмалли мелсем тĕлĕшпе те улшăну пур. Саккунпа килĕшÿллĕн çырав хутне граждансем хăйсем тултарма пултараççĕ. Федераци саккунĕ суйлама ирĕк парать: çыравçа килте кĕтсе илме е ятарласа майлаштарнă стационар участокне пыма пулать. Хăш-пĕр чух (инвалидсен, чирлисен е аслă ăру çыннисен) çырава телефонпа шăнкăравласа «хутшăнма» юрать. Тăкаксене оптимизацилес тĕллевпе çырав хучĕсен икĕ вариантне - туллине тата кĕскетнине - пăрахăçланă, пĕтĕм халăхран халĕ пĕрлехи программа тăрăх ыйтса пĕлеççĕ. Çырав хучĕсен бланкĕсен виçĕ форми пулать. Л формăллă листра харпăр хăй хуçалăхĕпе пурăнакан çынсем, çавăн пекех коллективлă кил хуçалăхĕнче пурăнакансем тата килсĕр-çуртсăрсем пирки пухакан информацие вырнаçтараççĕ.
Л формăллă хутăн ыйтăвĕсем ансат, вĕсем çыннăн пурнăç факторĕпе çыхăннă: арлăх, ÿсĕм, вĕренÿ, ĕç, çемье тата ытти те. Сăмахран, вĕренÿ ыйтăвĕсенче аслă пĕлĕвĕн пусăмне (бакалавр тата магистр) пĕрремĕш хут уйрăммăн палăртнă, аслă тата аслă пĕлÿ хыççăнхи пĕлÿ илнисем тĕлĕшпе ăслăлăх степенĕ пуррипе çукки çинчен ыйту кĕртнĕ.
2002 çулхи çыравра тăван чĕлхе çинчен пайăрласа кăтартни пулман. Халĕ вара ăна çĕнĕрен кĕртнĕ. Пурнăçа тытса пымалли тĕп çăл куç пирки те тĕпчеççĕ. Хĕрарăмсен пĕрремĕш ачана çуратнă датăна пĕлтермелле пулать.
«Харпăр хăй кăтартăвĕсем çинчен» саккун вăйра тăнă условисенче хăш наци представителĕ пулни пирки хыпар пухмалли йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Енчен те çын хăйĕн нацилĕхне пĕлтерес темест тĕк çыравçă хистеме пултараймасть.
Телекоммуникаци - обществăн информаци аталанăвĕн мелĕ (Интернет сечĕпе усă курма пултарни) пурри пирки те пĕрремĕш хут пĕлтермелле.
Çырав вăхăтĕнче пухнă мĕн пур кăтарту ятарлă çынсем усă куракан информаци шутланать, вăл - анонимлă: çырав хутĕнче хушамата, ята тата респондент адресне кăтартмаççĕ. Çырав - ятсăр, унта конкретлă çын пирки нимĕнле кăтарту та илме май килмест.
П формăллă çырав хутĕнчи 12 ыйту халăхăн пурнăç условийĕсен кăтартăвĕсемпе çыхăннă. Халăхăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕнче экологи лару-тăрăвĕн витĕмĕ ÿссе пынă май пурăнмалли çурт-йĕре хăтлăх кĕртес ыйтăва анлăлатнă. Тĕслĕхрен, шывпа, канализаципе тивĕçтерессипе, кухня тата туалет пурри-çуккипе çыхăннисене кĕртнĕ, йăла каяшĕсене илсе тухмалли мелсене уçăмлатас енĕпе хушăмсене асăннă.
РФ территорийĕнче вăхăтлăх пурăнакан ют çĕршыв çыннисенчен ыйтса пĕлни В формăллă листра çырăнать. Çырав хучĕсене кĕске хушăрах пăхса тухаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене ятарлă сканер витĕр кăларса хатĕрлеççĕ. Бланк машина вулама пултаракан документ шутланать тата ăна хÿтлĕхĕн темиçе степенĕпе тивĕçтернĕ.
- Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме Чăвашстат еплерех хатĕрленет?
2009 çулта тĕп ĕçсенчен пĕрне вĕçленĕ - хула-ялти çуртсен списокне тунă. Регистраторсем вĕсене тата картографи материалĕсем çуртсене мĕнле вырнаçтарнипе пĕр килнине тĕрĕсленĕ. Çуртсен списокĕсене, хула-ялăн схема планĕсене тата районсен карттисене тĕпе хурса çырава районсем тăрăх пайланă тата хыпар пухма кирлĕ ĕçченсен хисепне палăртнă (нормăпа кашни çыравçăн 400 çынран ыйтса пĕлмелле). Республикăра малтанласа çыравçăсен - 200, инструкторсен - 800 ытла, шутлавăн 4000 яхăн участокне йĕркеленĕ.
2010 çулта çавăн пекех çырава вăхăтлăх ĕçченсене (6000 ытла) хутшăнтарас енĕпе тимлемелле. Çак ĕçе студентсене, ĕçсĕр çынсене, пенсионерсене явăçтарма палăртнă.