АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле пурăнатăн, аякри ял?

26 января 2010 г.

Çакăн пек ят параççĕ чылай чухне хăйсем тухса çÿрекен çулçÿреве районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсем. Хальхинче вĕсем Кивĕ Вăрмар ял тăрăхне çитсе килчĕç. Ку ял Вăрмар поселокĕ çумĕнчех пулин те кун йĕркинче - «Мĕнле пурăнатăн, аякри ял?». Ял çыннин пурнăçĕ, ĕç-хĕлĕ, çавăн пекех камăн ачи ăçта çÿрет, мĕнпе интересленет, ăнăçсăр çемьери, тăлăх тата ашшĕ е амăшĕ эрех ĕçекен çемьери ачасен пурнăçĕ мĕнлерех - пуринпе те интересленчĕç хĕрарăмсен районти канашĕн членĕсем. Социаллă ыйтусем пурнăçра яланах çивĕч тăнă. Хĕрарăмсен районти канашĕнче вара ют çынсен инкекне, проблемине саккуна пăхăнса татса пама тăрăшакансем пуçтарăннă.

Кăçал ку канашлу пуçласа иртрĕ. ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура «Ăс-хакăллă çыншăн кăна малашлăх пур», - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров. Çак сăмахсене вара хĕрарăмсен районти канашĕн членĕсем пурнăçа кĕртессишĕн çине тăраççĕ. Çавна пулах та пулĕ канашлăва хутшăннисем чи малтан Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче пулса кунти настоятельпе, тĕне ĕненекенсен пĕрлешĕвĕсен районти комиссин членĕпе - Владимир аттепе - тĕл пулчĕç. Хĕрарăмсăр пуçне урăх кам пултăр-ха çемьери ăшша тытса пыраканĕ, ачасене те ырă шухăш-кăмăллă пулма тата ăс-хакăла çирĕплетме вĕрентекенни те вăлах, хăш-пĕр чухне çемье пуçлăхне те хĕрарăмах тÿрĕ çул çине тухма пулăшать. Çак сăмахсене тепĕр хут çирĕплетсе каларĕ те ĕнтĕ Владимир атте те. Малтанах вăл çак чиркÿн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, турăшсен вăй хăвачĕсем пирки те каламасăр хăвармарĕ. Кĕлĕ кунĕ пулман пулин те, чылайччен калаçрĕç. Çапла пулмасăр, пурин те пĕр тĕллев-çке вĕсен - ялсенче ырă сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси. Çак йĕрке вара хальлĕхе халăх хушшинче çителĕксĕртерех тесе калас килет, мĕншĕн тесен пурне те обществăра çынсем ытларах эрех-сăрапа иртĕнме юратни пăшăрхантарать.

«Чиркÿ çынна усала вĕрентмест, Турă амăшĕ ырă ĕçсем тума кăна вĕрентнĕ пек, сирĕн те, амăшĕсен, ачасене ырă чунлă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентмелле. Харпăр-хăйĕн вара ÿтпе кăна хитре пулмалла мар, чи малтан чуна тасатса ырăлăхлă пулмалла, пуласлăхшăн çине тăмалла. Малашлăх ырă пуласси чи малтан ачасен ăс-хакăлне йĕркелесе çитернинчен килет», - терĕ Владимир атте пурне те Турă пиллĕхĕ сунса. Канашлу хăйĕн ĕçне ялти модельлĕ библиотекăра тăсрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Н.Запольская тухса калаçрĕ. Районти «Мерчен» фольклор ансамблĕ концерт лартса пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика