22 января 2010 г.
Асăннă кун район центрĕнчи кану паркĕнче шкул ачисем хушшинче йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртрĕ. Ăна Учитель çулталăкне халалланă. Вăлах хĕллехи сезон уçăлнă ятпа йĕлтĕрçĕсен кăçалхи пĕрремĕш тупăшăвĕ пулчĕ.
- 2010 çул сирĕншĕн, вĕренекенсемшĕн, уйрăмах паллă. ЧР Президенчĕ Н.Федоров ăна «Учитель çулталăкĕ» тесе пĕлтернĕ, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне ăмăртăва тухма хатĕр спортсменсем умĕнче район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов. - Кăçал ирттерекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене пурне те Учитель кунне халалласа йĕркелетпĕр. Паянхи ăмăртупа эсир йĕлтĕрçĕсен хĕллехи спорт сезонне уçатăр. Пурне те ăнăçусем сунатăп, - терĕ Юрий Васильевич.
Кашни шкултанах килнĕ командăсем йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне, 100 вĕренекен ытла. Виçĕ ушкăнпа тупăшаççĕ.
Судьясем чи малтанах 5-7-мĕш классенче вĕренекенсене старта тухма хатĕрленме хушаççĕ. Вĕсем вара йышлăн. Арçын ачасем 38-ăн, хĕр ачасем 14-ăн старта тухаççĕ. Çамрăк спортсменсем кашни 20 çеккунтран пĕрин хыççăн тепри малалла тухса вирхĕнеççĕ. Вĕсен парк тавра тунă йĕлтĕр йĕрĕпе пĕр çаврăм тумалла.
Хĕр ачасенчен дистанцире А.Линга (Чупай) чи лайăх результат кăтартать. И.Андреевапа (Пысăк Енккасси) А.Петрова (Энĕшпуç) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Арçын ачасен хушшинче те тупăшу çивĕч иртрĕ. Р.Токсаревпа (Чупай) Н.Ленский (Тикаш) çак дистанцие 3 минут та 31 çеккунтра чупса тухрĕç. Пĕр пек кăтартупа пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Вĕсене пĕр çеккунт выляса ярса И.Власов (Кĕлкеш) виççĕмĕш пулчĕ.
8-9-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче тупăшу интереслĕ иртрĕ. Старта тухнă 16 хĕр ача хушшинче К.Линга (Чупай) чи пултаруллă пулнипе палăрчĕ. С.Данилова (Кĕлкеш) - иккĕмĕш, Л.Васильева (Чупай) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Пĕлтĕрхи чемпионпа Н.Шапеевпа (Тикаш) А.Иванов (Чупай) хушшинчи тупăшу куракансене уйрăмах интереслентерчĕ. Икĕ çаврăма вĕсем пĕр пек вăхăтпа - 6 минут та 22 çеккунтпа вĕçлерĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. В.Ивановăн (Чупай) виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ.
Чи интересли вара 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем тупăшни. Призлă вырăнсене Т.Алексеева (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул), Н.Иванова (Энĕшпуç), А.Румянцева (Пысăк Енккасси) çĕнсе илчĕç. Арçын ачасенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене И.Дмитриевпа Ю.Николаев (Энĕшпуç), А.Топтыгин (Пысăк Енккасси) тивĕçрĕç. А.Чернов (Пысăк Енккасси) тăваттăмĕш пулчĕ.
Ăмăртура мала тухнисене грамотăсемпе наградăларĕç. Çитĕнсе çитнисем хушшинче Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ), В.Даниловпа Н.Александрова, Р.Васильева (Кĕлкеш) лайăх результатсем кăтартрĕç.