22 января 2010 г.
«Чăтма çук шăрăх кунсем тăнă Афганистанра. Сулхăнта 50-55 градус. Тусем хушшинче вĕри çил вĕрнĕ. Курăксем ÿсми пулнă, хăш-пĕр йывăç çулçисем шаннă, арыксем типнĕ. Çăвăнмалăх та шыв тупма йывăр пулнă.
Июлĕн 25-мĕшĕнче каçхине Г.Александров аслă сержант приказ илнĕ: тусем хушшинче вырнаçнă кишлака душмансенчен тасатас, ункăна лекнĕ афган салтакĕсене ирĕке кăларас тĕллевпе çур çĕр иртсен икĕ сехетре пĕтĕм взводпа рейда каймалла. Çакăн çинчен салтаксене палăртнă вăхăтчен калама юраман. Тахăш самантра Гера Алексеев хăйĕн хуткупăсне тăсса янă. Чăваш чĕлхине пĕлекен салтаксем тÿрех ун йĕри-тавра пухăннă. Пĕр юрă хыççăн тепĕр юрă шăрантарнă В.Иванов, В.Яковлев, Г.Александров, С.Тимофеев, Г.Алексеев, Н.Калинин тата ытти чăваш каччисем. Юлашкинчен взвод командирĕ çапла каланă: «Юлташсем, халĕ канмалла. Тен, çĕрле тревога пулать. Чимĕр-ха, çывăрас умĕн эпĕ сире асăнмалăх парне парам...»
Мĕн парни пултăр ĕнтĕ салтакăн? Анчах ырă кăмăллă, юлашки çăкăр чĕллине юлташне тыттарма хатĕр Александров пĕрне – афгансен ручкине, теприне – значок, виççĕмĕшне тетрадь панă. Калинин вара Александровăн куçĕсем шывланнине асăрханă.
Шăп çур çĕр иртсен иккĕре 1-мĕш взвод салтакĕсем палаткăсем умне тухнă, строя тăнă. Унтан – пехотăн çар машинисем çине. Чи малтан Александров аслă сержантăн машини тапраннă, вăтам хăвăртлăхпа, фарăсене çутмасăр, душмансен «йăви» еннелле кайнă. Кишлак патне çитеспе, тул çутăлас умĕн, хаяр çапăçу пуçланнă. Шăп çак çапăçура ĕнтĕ Г.Александров, паттăрлăх кăтартса, вилмеллех аманнă. Душмансем ун çине гранатометран çывăхранах темиçе хут пенĕ».
Сидоров П.П. Афганистан вут-çулăмĕ витĕр, Шупашкар, 1990.
Çапла вĕçленнĕ харсăр Вăрмар каччин кĕске пурнăçĕ. Ирĕксĕрĕн чăвашсен ĕлĕкхи салтак юррин йĕркисем аса килеççĕ: «Эпир пурнас тенĕ чух, çĕр çурăлчĕ, хĕм тухрĕ - хĕм хушшине кĕрсе кайрăмăр». Миçен вĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн та хĕм хушшине кĕрсе каялла тухайманнисем? Афганистанра - 6, Чечняра - 4. Вĕçĕ пулать-ши? Пултăрччех.