22 января 2010 г.
2009 çул Афганистанри вăрçа хутшăннисемшĕн икĕ паллă пулăмпа палăрса юлчĕ. Пĕрремĕшĕ, савăнăçли - февралĕн 15-мĕшĕнче совет çарĕсене çак çĕршывран илсе тухнăранпа 20 çул çитрĕ. Иккĕмĕшĕ, хурлăхли - декабрĕн 25-мĕшĕнче çарсене унта илсе кĕнĕренпе 30 çул тулчĕ. Вунă çула яхăн пынă вăрçăран 6 Вăрмар каччи каялла таврăнаймарĕç. Вĕсем: Г.Александров (Вăрмар поселокĕ), Ю.Иванов (Шăхаль), М.Демидов (Мăнçырма), Ю.Семенов (Пинер), Р.Петров (Çÿлти Кинчер), А.Линга (Чупай). Виççĕшĕ çут тĕнчене январь уйăхĕнче килнĕ пулнă. Пурăннă пулсассăн Ю.Иванов январĕн 1-мĕшĕнче 47, Г.Александров 50 çул тултарнă пулĕччĕç, Р.Петров - январĕн 4-мĕшĕнче - 44 çул.
Пирĕн хаçат урлă 50 çулхи юбилейпе час-часах вулакансем çывăх çыннисене саламлаççĕ. Геннадий Александров çуралнă кунпа çыхăннă юлашки салама 30 çул каялла илтнĕ. Паян унăн нумаях пулмасть иртнĕ çуралнă кунĕ ячĕпе - хăйне евĕрлĕ пысăках мар прозăлла реквием.
Геннадий Николаевич Александров
(1.01.1960 – 26.07.1980)
Г.Александров – интернационалла тивĕçе пурнăçласа Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ илме тивĕçнĕ малтанхи чăваш каччисенчен пĕри. Вăрмар поселокĕнче çуралнă, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта, 1975-1979 çулсенче Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Ăна вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тепĕр уйăхранах, 1979 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче, Вăрмар çар ĕç комиссариатĕнчен çар службине кайнă.
1980 çулхи январьтенпе Афганистанра пулнă. Аслă сержант. Мотострелоксен взвочĕн командирĕн заместителĕ. 1980 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Кандагар провинцийĕнче хаяр çапăçура - пирĕн салтаксем каялла чакнă чухне хÿтĕлеме юлса - вилнĕ. Подразделени хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Ун чухне вăл взвод командирĕн тивĕçĕсене туса пынă. Вăрмар поселокĕн масарĕнче пытарнă.
Гена 1980 çулхи майăн 9-мĕшĕнче тăван килне янă çыруран:
«Кабул. Майăн 9-мĕшĕ. 21 сехет те 30 минут.
Сывă-и, манăн хаклăран та хаклă анне тата атте? Чи малтанах Сире Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Халĕ çак уява кунта мĕнле ирттерни çинчен çырса пĕлтерем.
Ирхи апат хыççăнах пирĕн подразделенире савăнăçлă лару пулса иртрĕ. Унта мана, строй умне кăларса, çар командующийĕ ячĕпе паттăрлăхшăн приказпа тав турĕç, сержантăн черетлĕ званине пачĕç. Лару хыççăн концерт пуçланчĕ. Уяв концертне Иосиф Кобзон илемлетрĕ. Çĕршывĕпе паллă юрăç юрланине пуçласа илтрĕм. Хăçан курăпăр-ши тата çакăн пек концерт;
Çыратăп та çак йĕркесене – куç умне тăван кил тухса тăрать. Эсир уяв сĕтелĕ хушшинче пек. Телевизор пăхса, пĕтĕм тĕнчери лару-тăрăва пĕлетĕр, канатăр. Кунта вара ун пек ырлăх çук, радио та итлейместпĕр. Юрать-ха, Çĕрпÿ районĕнчи Гера Алексеевăн хуткупăс пур. Тепĕр чухне чăваш юррисене шăрантаратпăр. Паян та çаплах пулчĕ. Пĕлесчĕ сирĕн эпĕ хăвăртрах Вăрмара таврăнасшăн çуннине. Сирĕнпе чун каниччен калаçнă хыççăн чăваш мунчинче çапăнас килет. Кунта мунчапа шурă простыньсем çинчен калаçу пулма пултараймасть. Тепĕр чухне кăшт çăвăнмалăх та шыв тупаймастпăр. Çиччĕмĕш уйăх ĕнтĕ палаткăра пурăнатпăр. Танк ăшĕнче е пехотăн çар машининче те нумай çĕр каçнă. Чăн-чăн вăрçăри пекех..»