22 января 2010 г.
«Чăваш Ен ытларах ял хуçалăх регионĕ пулнине шута илсен - унăн экономикине аталантарасси ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин калăпăшне тĕпрен ÿстерессипе çыхăннă», - тенĕ Н. Федоров Президент. Çапла вара вăл каланинчен тĕрĕс пĕтĕмлетÿ туса пирĕн те çанна тавăрса ĕçлемелли вăхăт ума çитрĕ. Ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарнине районăн малашлăхĕ вырăнне хурсан кăна çитĕнÿ тума май килĕ.
Çакăн çинчен кĕскен пĕлтерчĕ те ĕнтĕ пире райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп агрономĕ Н. НИКОЛАЕВ.
Çĕр ĕçченне халалланă 2009 çул пирĕн районшăн пĕрре те начар пулмарĕ. Хыçа юлнă кунсене тишкерес пулсан, Республика кунĕ иртнине аса илсе хăварас килет. Çак куна хатĕрленсе район территорине тирпей-илем кĕртес тесе мĕн чухлĕ ĕç туса ирттермерĕмĕр-ши; Вăрмар поселокĕн урамĕсене халиччен ÿсмен чечек-курăксем ешерсе илемлетрĕç. Çав вăхăтрах пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче те хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пычĕ. Республика кунĕ тĕлне чылайăшĕ энерги ресурсне перекетлеме май паракан техникăсем туянчĕç. Ку енĕпе ытларах «Арабоси» агрофирма, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Вăтам Энĕш», «Шигали» хуçалăхсемпе «Г.Ямуков», «В.Павлов» фермер хуçалăхĕсем, «Шоркистринский» производство кооперативĕ тата ытти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсене лайăх ĕçленине палăртса хăварма кăмăллă. Çавна май юлашки икĕ çулта кăна пушă выртакан 5686 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, çак гектарсем çине кĕрхи культурăсене акса хăварнă. Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче 14618 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса лартса туса илнĕ, тухăçĕ те начарах мар - пĕр гектартан 25,0 центнер тухнă, çĕр улмине 932 гектар çинче çитĕнтерсе пухса кĕртнĕ. Республика Президенчĕ çĕр улми çитĕнтересси çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртнă май, эпир те çак культурăна туса илессипе малашне халичченхинчен ытларах ĕçлеме палăртатпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ çул республикăра «Çĕр улми -2009», «Çĕр улми çитĕнтерес ĕçри инноваци аталанăвĕн малашлăх тĕллевĕсем» ăслăлăхпа практика конференцийĕ ирттернĕ. Унта «иккĕмĕш çăкăр» пирĕн пурнăçра мĕнлерех вырăн йышăннине тата ăна тухăçлă çитĕнтерес тесе мĕнле ĕçсем тумалли пирки ытларах палăртнă. Хăмла туса илессипе те ÿсĕмсем палăрмаллах пулчĕç. Лаптăкĕ те малтанхи çулсенчипе танлаштарсан чылай ÿсрĕ, тупăш параканни 16 гектара çитрĕ. Пĕр гектар пуçне шутласан 18,6 центнер тухрĕ. Тепĕр 6 гектар çине çамрăк хăмла тымарĕсене лартса хăварнă. Хăмлаçăсем тĕрлĕ выставкăсене хутшăнса пахалăх енчен палăрса тĕрлĕрен грамотăсемпе хаклă парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çитĕнÿсем вара çĕр ĕçченĕсем тăрăшмасăр пулмарĕç. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарни те ĕçлес кăмăла çĕклет, çитĕнÿ тума хистет. Акă, тĕслĕхрен, «Шигали» хуçалăхри Г.Николаева, «Арабоси» агрофирмăри Н. Васильева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ», «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Н.Якимов водителе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ятсем пачĕç, çавăн пекех чылайăшĕ тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Лайăххине аса илме те кăмăллă, ун патне çитме вара нумай ĕçлемелле. 2010 çулта та малашлăх плансем анлă: çурхи культурăсене 11992 гектар акса хăвармалла, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9394 гектар, çĕр улми - 960, çу туса илме тесе хĕвелçаврăнăш - 450, выльăх апачлĕх культурăсем 5548 гектар. Кĕскен каласан, акса-лартса илекен культурăсем пурĕ 23000 гектар пулмалла.
2010 çулта та пĕр-пĕрне ăнланса, ăнăçлă ĕçлесе пырасчĕ. ЧР Президенчĕ Çырура чĕнсе каланине çилпе вĕçтерсе ярас марччĕ.