19 января 2010 г.
Çĕнĕ çула кĕнĕ май кашниех иртнĕ çула пĕтĕмлетсе çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе хавхаланать. ЧР ШĔПĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Ежеев республикăра пурăнакансене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май, паллах, пурне те асăрхануллă пулма, «хамăра юратма тат хамăра упрама» сунчĕ. Çул çăмăлттайлăха каçарманнине палăртрĕ. ГАИн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе вăл кăмăллă. Аварисен шучĕ те, çулсем çинче çынсем вилесси - суранланасси унчченхи çулхинчен чакнă. Шупашкарта ĕç-пуç аван пулсан та, ку енĕпе лару-тăру районсенче япăх. Çакă пирĕн района та тÿрремĕнех пырса тивет. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пурнăçласа пырас пирки тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах ирттеретпĕр, ăнлантару ĕçне вăйлатма тăрăшатпăр. Ку енĕпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче - 8, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче - 18, автотранспорт предприятийĕнче 8 калаçу ирттернĕ. Унсăр пуçне ГАИ инспекторĕсем автохуçалăхсенче техника юсавлăхне, вĕсене рейса мĕнле кăларса янине тĕрĕсленĕ.
Çулпа транспорт инкекĕсен тĕп сăлтавĕсем çаксем шутланаççĕ: çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни, çул çÿремелли конкретлă условисене шута илмесĕр водительсем хăвăртлăха ÿстерни, руль умне ÿсĕрле ларни, чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче правилăсене пăхăнманни. Уйрăммăн илсен çулпа транспорт инкекĕсен тĕслĕхĕсенче 6 автомашина пĕр-пĕринпе çапăннă, 9 хутчен çаврăнса кайнă, 6-шĕнче çуран çÿрекенсем, 2-шĕнче велосипедистсем çине пырса кĕрсе çынсене суранлатнă.
Пĕлтĕрхи итогсене пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: çулпа транспорт инкекĕсем пурĕ 26 пулнă. Вĕсенче 12 çын вилнĕ, 34 суранланнă. Ку цифрăсем унчченхи çулхинчен чылай пысăкрах. Инкексем ытларах «Аниш» автоçул çинче тата Вăрмар поселокĕнче пулнă. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан - Энтрияль, Чулкас, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче.
2009 çулта çул çÿремелли правилăсене пăснă 2476 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çавсен шутĕнче хăрушсăрлăх пиçиххине çыхман - 226, хăвăртлăх режимне пăснă - 640, юсавсăр техникăпа çула тухнă 463 тĕслĕх пулнă. 89 водитель руль умне ÿсĕрле ларнă. Çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене 274 хутчен пăснă. Унчченхи çулхипе танлаштарсан, çак цифрăсем нумай ытларах.
Çулталăк пуçланнăранпа пĕлтĕр çул-йĕр çÿремелли правилăсене пăснăшăн водительсене пурĕ 618500 тенкĕлĕх штрафланă, 566150 тенкĕ шыраса илнĕ. Водительсемпе çуран çÿрекенсене çапла асăрхаттарса каласшăн: çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçласа пырăр, вара пирĕн ума нимĕнле хăрушлăх та тухса тăмĕ. Ĕмĕр иккĕ килмест - пурнăçран хакли çук.