19 января 2010 г.
Милици ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлне хакланă чухне эпир кĕске йĕркепе «йĕркелĕх хуралĕнче» тесе калатпăр. Çак сăмах майлашăвĕн пĕлтерĕшĕ вара калама çук пысăк. Шалти ĕçсен органĕсен тытăмĕ тĕрлĕ подразделенисен ĕçĕ-хĕлне пĕрлештерсе тăрать. Иртнĕ çул вĕсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланипе çак кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ И. Константинов подполковник тата пайсен пуçлăхĕсем паллаштарчĕç. 2009 çулхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвне тунă çĕре çавăн пекех район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Ю.Иванов полковник, район прокурорĕн помощникĕ Ю.Никифоров хутшăнчĕç.
- 2009 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче 217 преступлени тунине регистрациленĕ, 10 пин çын пуçне 79,5 преступлени килет. Вĕсен 87,3 процентне уçса панă (республикипе çак кăтарту 67,3 процентпа танлашать). Криминаллă милици тĕпчекен преступленисене уçса парасси ÿссе пынипе пĕрлех (72 процент) йĕркене пăснă тĕслĕхсен йышĕ те нумайланнă. Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ вара чакнă. Енчен те 2008 çулта 104 тĕслĕхе регистрациленĕ пулсан, иртнĕ çул - 88, - çакăн пек цифрăсенчен пуçларĕ пухăннисем умĕнче хăйĕн сăмахне районти ШĔП начальникĕ И.Константинов.
Пĕр сăмахпа каласан, пурнăçра мĕнле шурăпа хура йĕрсем пĕрин хыççăн тепри улшăнса пыраççĕ, милици ĕçĕнче те вăл çаплах килсе тухать. Обществăри лару-тăру сĕмĕ çак структура çинче тĕкĕрти пек курăнать. Хăйĕн малалли калаçăвне те Игорь Геннадьевич цифрăсем таврах йĕркелерĕ. Çавăнпа та çак материала та чĕлхе çаврăнăшĕн илемлĕхĕ тăрăх мар, вĕсем таврах çавăрăпăр.
2009 çулта «Шырав» ушкăн 16 преступление тунă хыççăнах уçса пама пултарнă. Уйрăмах йывăр преступленисене уçса пани милици сотрудникĕсене чыс кÿрет, мĕншĕн тесен вĕсем ытларах çын вĕлернипе çыхăннисем, çавăнпа та обществăшăн каламасăрах паллă хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Пĕлтĕр ун пек 5 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Акă 2008 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан И. хăйĕн тăван мар ашшĕне вĕлерсе çĕр ăшне чавса хуни, каярах йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем вилле тупса çак тискер ĕçе тăвакана тытса чарни пирки республика пичетĕнче те сахал мар çырчĕç.
Асăннă тапхăрта йывăр преступленисен шучĕ 37-е, пĕле тăрах çын сывлăхне сиен кÿрес тĕллевпе тунисен йышĕ 11-е çитнĕ. Пĕр хушă республикăра выльăх вăррисен ушкăнĕ иртĕхме тытăннăччĕ, тĕрлĕ районта йĕр хăварнăччĕ. Пирĕн ШĔП сотрудникĕсем вĕсен çулне пÿлес тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттернĕ - Хĕрлĕçырта, Энтриялĕнче пулса иртнĕ хурахла ĕçсене уçса панă. Чылай хваттер вăррисен, наркотикла япаласем пухса упракансен çулне пÿлнĕ. Обществăлла вырăнта тунă 10 преступление регистрациленĕ. Çын куçĕ умĕнчех саккуна хирĕçлĕ мĕнле ĕçсем ытларах тăваççĕ-ха; Вăрăсем карас телефонсене, укçана «килĕштереççĕ». Çак тĕслĕхсем урамра та, магазинсенче пулса иртеççĕ. Çынна хĕнесси, çĕçĕпе чикесси те уçă çĕртех пулса иртет. Террорла тата экстремистла преступлени тунă, массăллă тата правăна хирĕçле йĕркесĕрлĕхсем пулнă тĕслĕхсене регистрацилемен. Экономика преступленийĕсем тăвакансем те пур-ха. Кун пек 3 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Маларах та кукăр çул çине тăнисем тепĕр хут преступлени тăвасси ÿснĕ 37-рен (2008 ç.) 61 (2009) çитнĕ. Ĕçсĕррисем те вĕсенчен юласшăн мар, вĕсен аллипе 127 преступлени тунă, 2008 çулта - 110.
«Чире сипличчен, чирлессинчен асăрханмалла», - теççĕ медиксем. Шалти ĕçсен пайĕ те чылай преступленисен йышне профилактикăлла ĕçсем ирттернипе чакарма май пуррине шанать, çавăнпа та çак тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерет. Акă çĕрлехи нарядсен маршрутне хурахла ĕçсем пулса иртме пултаракан вырăнсем çумĕпе йĕркеленĕ. «Вăрлани», «Хурах», «Пасар» операцисем ирттереççĕ, обществăлла вырăнсене курав камерисем вырнаçтарассине те планлаççĕ тата ытти те.
Пĕтĕмлетерех каласан, тÿрĕ чунлă çынсен лăпкăлăхне упрас тĕлĕшпе милици сотрудникĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçласа пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Çакă 2009 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетес тĕлĕшпе ирттернĕ канашлура тепĕр хут лайăх курăнчĕ. Ĕçлĕ калаçу вĕçĕнче çакна район пуçлăхĕ В.Кириллов та, республикăри Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Ю.Иванов та палăртрĕç.