АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿсене çирĕплетсе, малалла

19 января 2010 г.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин коллективĕшĕн иртнĕ çул ÿсĕмсен çулталăкĕ пулнипе палăрса юлчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкне эпир тупăшпа вĕçлерĕмĕр. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 33,4 центнер пухса кĕртрĕмĕр, районти хуçалăхсем хушшинче чи мала тухрăмăр. Пирĕншĕн халиччен илмен чи пысăк тухăç пулчĕ ку. Çак çитĕнÿре кашни механизаторăн, çĕр ĕçченĕн тÿпи пысăк. Тунă ÿсĕмсемпе лăпланса лармастпăр, агротехника требованийĕсене çирĕп пурнăçласа, наука çитĕнĕвĕсемпе малта пыракансен опычĕсене ĕçе кĕртсе пырса кăçал татах та пысăкрах çитĕнÿсем тăвассишĕн çине тăрăпăр.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртрĕ: «Чăваш Ен ытларах ял хуçалăх регионĕ пулнине шута илсен - унăн экономикине аталантарасси ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин калăпăшне тĕпрен ÿстерессипе çыхăннă. Чи çывăх тĕллев - çулталăкне 1 миллион тонна тырă тата 1 миллион тонна тымар çимĕç туса илесси. Çак хисеп вĕсене туса илессин калăпăшне икĕ хут пысăклатнине эсир пĕлетĕр. Эпир çакна тăватпăрах. Кам ĕненмест, çав ирĕклĕ».

Çырури çак сăмахсенчен куратпăр ĕнтĕ, умри тĕллевсем пирĕншĕн те питех те пысăк тата яваплă. Вĕсем пире çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тесен чи малтанах çур акине агротехникăллă чи лайăх вăхăтра тата пахалăхпа ирттермелле. Пысăк тухăç паракан элита вăрлăхсем кăна акса хăвармалла. Çак тĕллевпе паха вăрлăх хатĕрлеме иртнĕ çулах пуçăннă. Складсен заведующийĕ Т.Степанова ертсе пынипе мĕн пур 520 тонна вăрлăха пĕтĕмпех сортласа хатĕрлесе хунă. Çав шутран 300 тонна тулă вăрлăхĕнчен 240 тонна «Эстер» элита шутланать. Çавăн пекех 220 тонни урпан «Эльф» сорчĕ те чи пысăк репродукциллĕ.

Малтанхи вăхăтра çанталăк сивĕ тăнине пула хăш-пĕр çĕрте кĕр тыррисен калчисем сиенленме пултарнă (ун пек ан пултăрах). Çавна шута илсе монолит хатĕрлесе хунă. Калчасем сиенленнĕ пулсан вĕсен вырăнне е хушса акма страхлакан фонд çитĕлĕклĕ хатĕрленĕ.

Хуçалăхра пăрçа йышши нумай çул ÿсен курăксен «Эспарцет» сорчĕ пур.

Фабрика ĕçченĕсен пурин те пĕр тĕллев - кăçал кашни гектартан вăтамран 35 центнертан кая мар тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем туса илесси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика