19 января 2010 г.
Пĕр мандатлă 6-мĕш Куславкка суйлав округĕпе иртекен хушма суйлавра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма çак кандидатсене регистрациленĕ:
Александр Валерианович Разумов, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче 1956 çулта çуралнă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Федераллă Пухăвĕн депутачĕн К.И.Косачевăн помощникĕ, Чăваш Республикин Презденчĕн советникĕ. А.В.Разумов кандидатурине «Единая Россия» партин регионти политика канашĕн президиум ларăвĕнче тăратнă. Куславккари суйлав комиссийĕ кандидата 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче 9 сехет те 10 минутра регистрациленĕ.
Виктор Евстафьевич Длинов, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче 1967 çулта çуралнă. Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕн республикăри уйрăмĕнче юрист пулса ĕçлет. Куславккари суйлав комиссийĕ кандидата 2010 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче 11 сехет те 10 минутра регистрациленĕ.