АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Светлана Захарова - Гонолулун хисеплĕ гражданинĕ

19 января 2010 г.

Пирĕн ентеш, Атайкассинче çуралса ÿснĕ Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Светлана Захарова, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Гавай утравĕсен тĕп хулинче Гонолулура иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери марафон ăмăртăвĕнче пысăк çитĕнÿ тунă. Хăйĕн спорт карьеринче вăл çакăн пек сумлă, пĕтĕм тĕнчери марафон ăмăртăвĕсене сакăр хутчен хутшăннă. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ тупăшу уншăн иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче иртнĕ. Тупăшăва 103 çĕршывран 20360 спортсмен хутшăннă. Раççей чысне унта пĕртен-пĕр Светлана Захарова хÿтĕленĕ. 42 километр та 195 метрлă дистанцие пултаруллă спортсменка 2 сехет те 28 минут та 34 çеккунтра вĕçленĕ, ыттисене чылай кая хăварнă. Ку хутĕнче вăл Гонолулура виççĕмĕш хут çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Палăртма кăмăллă: Гонолулура ирттернĕ çакăн пек марафонсенче вăл пилĕк хутчен кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

«Гонолулун хисеплĕ гражданинĕ» титула илни Светлана Владимировна Захарована черетлĕ марафон ирттернĕ чухне ăмăртăва йĕркелекенсен шучĕпе Гавай утравĕсене тăтăшах килсе çÿреме тата калама çук чаплă вырăнта канма ирĕк парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика