15 января 2010 г.
Выльăх-чĕрлĕхе юратакан çын ялта пурăнать - и е поселокра - пурпĕрех выльăх усрать. Ăна картишĕнче кăна тытмалла мар вĕт-ха - тăрантармалла та, кирлĕ пулсан сыватмалла. Енчен те выльăхсем аптраса ÿксен, тÿрех районти ветеринари службинче ĕçлекенсене хăвăрăн киле чĕнме пултаратăр. Аслă пĕлÿллĕ врачсемпе специалистсем сире яланах пулăшма хатĕр. Вĕсене кашнине районти ял тăрăхĕсене çирĕплетсе панă. Акă, тĕслĕхрен: Арапуçĕнчи ветеринари пунктĕнче Вера Петровна Львова ветеринари фельдшерици вăй хурать, Энтриялĕнчи ветеринари участокĕнче Людмила Леонидовна Яковлева, Аслă Чакра - Владимир Евгеньевич Евгеньев, Пысăк Енккассинче - Раиса Михайловна Евгеньева, Кавалта - Ираида Николаевна Огурцова, Кĕтеснерте - Ирина Аверьяновна Ломоносова, Мăнçырмара - Эльвира Ивановна Савельева, Шăхальте - Зинаида Пантелеймоновна Скворцова, Энĕшпуçĕнче - Людмила Васильевна Щукина, Кивĕ Вăрмарта - Галина Викторовна Эверскова, Вăрмар поселокĕнче - Александр Ильич Иванов врачсем, Пинерте - Мария Васильевна Кашаева, Чупайĕнче - Олеся Николаевна Ефимова,Тикашра - Людмила Кимовна Иванова, Кĕлкешре - Альбина Петровна Шуйская,Чулкасра - Любовь Петровна Тимофеева ветеринари фельдшерицисем тăрăшаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне лабораторинче вăй хуракан Олег Николаевич Иванов, Елена Владимировна Иванова врачсемпе Лариса Анатольевна Ефимова лаборантка, Татьяна Валерьевна Прокопьева врач-эпизоотолог, Людмила Владимировна Павлова аптека заведующийĕ халăх ыйтăвне яланах тивĕçтерме хатĕр.