15 января 2010 г.
Эпĕ Чупай ялĕнче чукун çул çинче ĕçлекен çемьере 1940-мĕш çулхи январĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Манăн атте Петр Кузьмин нумай çул чукун çул çинче тăрăшса ĕçленĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ленин орденĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Анне, Мария Кузьмина, Энĕшпуç вăрман хуçалăхĕнче йывăç лартса, пăхса ÿстерес тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ. Çав вăхăтрах нумай ача çуратса вĕсене тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă, ăна «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденăн II степеньне парса хисепленĕ.
Эпĕ çемьере виççĕмĕш тĕпренчĕк. Ман çулхи çынсен пурнăçĕсем пĕр евĕрлĕ: вăрçă çулĕсем, вăрçă чарăннă хыççăнхи çулсем те çăмăл пулман. Паянхи пекех куç умĕнче, асра: атте Хусантан илсе килнĕ çăкăра пĕр касăк урама илсе тухсан, юлташсемпе пĕрер çăвар çыртса илсе пайлаттăмăр, хуçса паман - хуçсан тĕпренсе çĕре ÿкесрен хăранă. Çул çитсен Чупайĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула кайнă, ун хыççăн Вăрмар поселокĕнчи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ, анчах вăтам пĕлÿ илме те укçа тÿлесе вĕреннĕ. Çак шкулта вĕрентнĕ М.Голубева, З.Мадянова, М.Назарова вĕрентекенсем тарăн пĕлÿ пани паянхи кун та манăçа тухмасть. Вăтам шкул пĕтернĕ çулах ĕçе кÿлĕннĕ. Районти комсомол организацийĕ сĕннипе çутĕç пайĕ (РОНО) мана Арапуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула аслă пионервожатăйра ĕçлеме ячĕ. Ку шкулта виçĕ вĕренÿ çулĕ ĕçлерĕм, çав çулсенчех куçăмсăр (заочно) вĕрентĕм. Шкул хыççăн пĕр вăхăт Арапуçĕнчи çĕнĕрен уçнă ял библиотекинче пĕрремĕш заведующи пулса вăй хутăм.
Чунăм хулана туртнăран-и, Пушкăрт Республикин тĕп хулинче - Епхÿре - пĕр вăхăт ĕçлерĕм. Анчах та мана тăван район хăй патнех йыхăрчĕ, таврăнтăм та «Хĕрлĕ ялав» район хаçачĕн редакцийĕнче корректор пулса И.Волков, Ф.Ларионов редакторсемпе ĕçлерĕм. Пурнăçăн сукмакĕ мĕнле улшăннине сисместĕн те, аса илсен ача чухне шухăшламасăрах хуравлани те, ватăсем пиллени те пурнăçа кĕнĕн туйăнать... Колхозра ĕне ферминче ĕçлекен Кĕтерне аппа (асаттен йăмăкĕ) манран ача чухне час-часах ÿссен кам пулатăн, юрлакан çын пулатăн пулĕ, тетчĕ. Эпĕ ăна: «Сана шыв ăсса паракан пулатăп», - тесе хуравлаттăм. Вăл мана пуçран савса тăрă шыв ăсса паракан пулма пиллетĕп, тенине ас тăватăп. Çапла вара редакцирен эпĕ 1964-мĕш çулта районти социаллă пулăшу пайне аслă инспектор пулса ĕçлеме куçрăм. Мана ĕçе илнĕ А.Муллина заведующине 1965 çулта район совечĕн ĕç тăвакан комитетне секретарь пулса ĕçлеме куçарчĕç, мана вара унăн вырăнне заведующи ĕçне шанса пачĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ А.Муллина ертсе пынă хыççăн, унăн ĕçне малалла тăсма маншăн питĕ яваплă пулнă. Историсĕр пурнăç çуккă, теççĕ. Пирĕн районта социаллă пулăшу ыйтăвĕсемпе 1928 çултан 1936 çулччен районти ĕç тăвакан комитетра пĕр инспектор пулнă, 1933-1936 çулсенче çак инспекторта И.Матвеев ĕçленĕ, 1936 çулта социаллă пулăшу пайне йĕркеленĕ, 184 пенсионер пулнă. Социаллă пулăшу пайĕнче 1941 çулта 4 çын ĕçленĕ, 1941 çулăн июль уйăхĕнче салтак арăмĕсене, 1942-мĕш çулăн февраль уйăхĕнче вăрçă инваличĕсене тата вăрçăра вилнисен çемье членĕсене пенси тÿлеме пуçланă, декабрь уйăх вĕçне инвалидсен шучĕ 194 çынна çитнĕ. Пурнăç вăхăчĕ ыйтнипе 1943 çулхи февраль уйăхĕнче патшалăх пулăшăвĕ паракан (государственное обеспечение) уйрăм пай йĕркеленĕ, унта 8 çын ĕçленĕ, пай пуçлăхĕ Галлактион Яковлевич Тимофеев пулнă. Ку пай 1947 çулта социаллă пулăшу пайĕпе пĕрлешнĕ. Çапла вара пирĕн районта 1950-мĕш çул пуçламăшĕнче пенсисем, пособисем илекенсем 4624 çын пулнă. 1956 çулта социаллă пулăшу пайĕ çумне нумай ачаллă тата пĕччен ача çуратса ÿстерекен ача амăшĕсене пособисем тÿлемеллине çирĕплетсе панă, патшалăх пенсине памалли саккуна çĕнĕрен йышăннă. Колхоз членĕсене пенси памалли саккун 1965 çулта вăя кĕнĕ. Ĕçлемелĕх ĕçĕ те, яваплăхĕ те пулнă. 1966-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пенсисемпе пособисене 8543 çын илсе тăнă. Социаллă пулăшу пайĕнче ĕçĕ сахал пулман, ĕçлекенсен шучĕ 10 çынран иртсе курман, анчах та ĕçе юратса тăвакан, ватă тата чирлĕ çынсемпе калаçма пултаракан, вĕсен ыйтăвĕсене тĕрĕс татса паракан М.Иванова бухгалтер, Л.Никифорова, И.Иванов, Ф.Петрова, З.Васильева инспекторсем чăн-чăн наставниксем пулнă. Ĕçре професси енчен ăста, пурнăçăн вăхăчĕпе ĕçлеме пултаракан кадрсем пулччăр тесе тăрăшнă эпĕ. Канашри финанс техникумне М.Иванова, Р.Александрова, З.Никитина, Челябинскри юридици техникумне Г.Александрова, А.Кузнецова, Г.Николаева ĕçленĕ вăхăтра куçăмсăр вĕренсе пĕтерчĕç, вĕсен шутĕнчен паянхи кун ĕçлекенсем те пур. Вунă çул пĕтернĕ çамрăксене В.Степанована, Н.Гурьевана, И.Александрована социаллă инструктора вĕренме ятарласа янă, вĕсенчен иккĕшĕ районтах ĕçлеççĕ. Специалистсене вĕрентни, ĕçшĕн вĕсенчен çирĕп ыйтни, кирлĕ вăхăтра çемьери пурнăçĕсемпе интересленни те усăсăр пулмарĕ. Н.Васильева, А.Кузнецова, Г.Александрова «Чăваш Республикин социаллă пулăшăвăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕç пулчĕç. Районта Арапуç больницинче ватăсем валли çурт уçрăмăр, ертÿçи пулма Л.Софронова медицина работникне çирĕплетнĕ, паянхи кунчченех ĕçлет. Халĕ социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ - В.Иванов. Ваттисен çурчĕсемпе, килти ватăсене пăхассипе тата ытти ĕçсемпе ĕçлекен центр пур, директорĕ - Ж.Дмитриева, унăн çумĕ Г.Чернова. Ватăсемпе харпăр хăй килĕнче пăхса усрассипе ĕçлекен уйрăм йĕркелерĕмĕр, ку ĕçе Ю.Лирзай ертсе пычĕ, малтанхи çулсенче 80 ватăпа инвалидсене килĕнче социаллă работниксем пăхса тăчĕç. Эпĕ ĕçленĕ çулсенче районта пенси фончĕ йĕркеленĕ. Пĕрремĕш руководителĕ А.Никифорова пулнă. Халĕ нумай çулсем пенси уйрăмне Г.Усков ертсе пырать, кунта ĕç пахалăхне малти вырăна хураççĕ. Эпĕ вĕсем патĕнче пулсах тăратăп, ирттерекен мероприятисене хутшăнатăп. Ĕçлекенĕн ĕç пĕтмест тенĕ пек, манăн та ĕçĕн вĕçĕ пулман. Турă хушнă, çынсем шаннă ĕçре пĕр вырăнта 35 çул, ку шутран 30 çулне пай пуçлăхĕнче вăй хутăм. Миçе район ĕçченĕн пенсипе пособи хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ, район тăрăх пĕр ялтан тепĕр яла, пĕр килтен тепĕр киле çуран миçе çухрăм утнине шутласа кăларма май та çук... Ĕçре палăрнăшăн чылай Хисеп грамотисемпе медальсене тивĕçлĕ пултăм. Вĕсенчен чи пахи - «Раççей Федерацийĕн социаллă пулăшăвăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илни. Ĕçри хисеппе танах çемьери малашлăха манман. Шел те, мăшăрăм вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Çемьере икĕ ывăл çитĕнтернĕ, вĕрентсе аслă пĕлÿ илнĕ, кинсем те аслă пĕлÿллĕ, çемьере те вашават. Аслă ывăл, Саша, Шупашкарти пĕр судра - юрист, мăшăрĕ, Ирина, шкулта - психолог, ывăлĕ, Костя, институтра юрист пулма вĕренет. Кĕçĕннисем, Володьăпа Марина, вак предприниматель пулса тăрăшаççĕ, ывăлĕ, Влас Шупашкарти коопераци институтĕнче финансист дипломне алла илесшĕн, пĕчĕк Егор ача садне çÿрет, тĕрлĕ мероприятисенче пултарулăхĕпе палăрать.