15 января 2010 г.
Чăваш Республикин халăхĕн пурнăçĕпе сывлăхне лайăхлатас, общество инфратытăмне аталантарас тата пурнăçа кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕн 2004 çулхи «Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа республикăн «2005-2008 çулсенче ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программине туса хатĕрленĕ. Çавна май вĕсене пурнăçлама 2005-2008 çулсенче 1,7 миллиард тенкĕ тăкакланă.
Программăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа çителĕклĕ тивĕçтересси, çапла майпа пурнăç условийĕсене, халăх сывлăхне, республикăри социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси. 2009-2020 çулсенче ку тĕллевсем ÿссех пыраççĕ. Кунта халăха пахалăхлă шывпа çителĕклĕ таран тивĕçтернисĕр пуçне унăн пурнăçĕпе сывлăхне упрасси те кĕрет. Иртнĕ çул çак программăна пурнăçлама республика бюджетĕнчен 303,96 миллион тенкĕ пăхнă пулнă, кăçал вара 868,54 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
«2009-2020 çулсенче халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси» районти тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул Чулкасри çĕнĕ урамсене 700 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕсем туртнă. Ку ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнчен 200 пин тенкĕ тăкакланă.
Чулкасран Вăрмар поселокне пыракан шыв трассине 200 метр тăршшĕ çĕнетнĕ, пурĕ 297 пин тенкĕ тăкакланă. Кăçал та çак ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ уйăрнă.
Поселокран аякрах мар вырнаçнă тасатакан сооруженине пăхса тăрассипе тимлетпĕр. Иртнĕ çул кунти тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнчен 70 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçал çÿлерех асăннă программăпа палăртнă тăрăх, ăна çĕнетессипе ĕçсем тума палăртнă. Çавăн пекех Чулкас ялĕнчи К.Маркс урамĕнчи шыв пăрăхĕсене 760 метр тăршшĕ çĕнетмелле. Ăна пурнăçлама 310 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.
«2009-2020 çулсенче халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси» районти тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2016 çулта ялсене паха шывпа тивĕçтерме планлатпăр.