АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат сăмахĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

15 января 2010 г.

Çак уяв 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» кун çути курнипе çыхăннă. Унтанпа кăçал 104 çул çитет. Çулĕсем нумай пулин те, уявĕ çамрăк - ăна ЧР Президенчĕн 2000 çулхи Указĕпе январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕ паллă тума йышăннă. Кăçал вăл январĕн 17-мĕшне килет. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективĕ те, пичет ветеранĕсем те, обществăлла корреспондентсем те, çыхăну ĕçченĕсем те, пур вулакан та ăна пирĕн уяв теме тивĕç, мĕншĕн тесен хаçат кăларасси йышпа пĕрле пулса пыракан ĕç. Вăл хĕвел ирпе тухса каçпа анса ларнă пекех пĕр çаврăмран тăрать - информаци пухасси - йĕркелесси - пичетлесси - халăх патне çитересси - унтан вулакансен шухăш-кăмăлĕ çырусенче, телефонпа шăнкăравланинче, кĕрсе-курса калаçнинче каялла таврăнни. Пирĕн хаçатпа çыхăннă çак çаврăм вуншар-вуншар çул хушши (1931 çултанпа!) тăтăлманни хаçат пурне те кирли çинчен калать. Эпир каланине илтеççĕ, эпир мĕн тунине асăрхаççĕ. Ахальтен мар пулĕ Район пуçлăхĕ В.Кириллов хăйĕн саламĕнче «Эсир районăн социаллă-экономикăллă пурнăçне, унăн çыннисен кулленхи ĕçĕ-хĕлне çутатса пысăк ĕç туса пыни куç умĕнчех», - тесе ахальтен каламасть пулĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» партин фракци членĕ П.Семенов çак кун умĕн уйрăмах журналистсен пĕлтерĕшне палăртать. «Эсир творчествăри пултарулăхпа кăна мар, гражданла яваплăха çивĕч туйнипе те палăрса тăратăр. Сирĕн сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк, эсир общественность шухăшне йĕркелетĕр».

Саламĕсене вĕçленĕ май, вĕсем вулакан шухăш-кăмăлне шута илсе массăллă информаци хатĕрĕсем умĕнче тăракан ыйтусене анлăн çутатса пырасса шанаççĕ. Эсир вара, хаçатăн хаклă тусĕсем, çаксене пурнăçа кĕртме пире пулăшса пырасса шанатпăр. Хаçат ĕçĕпе çыхăннă пур çынна та уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика