АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таратинсен призĕсемшĕн

12 января 2010 г.

Районти Спорт çуртĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕр тăван Таратинсен призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри турнир иртрĕ. Ăмăртăва Шупашкар, Канаш, Вăрмар районĕсен тата Канаш хулин çамрăк спортсменĕсем хутшăнчĕç.

Çакна палăртма кăмăллă: Кавалта çуралса ÿснĕ пĕр тăван Николай, Иван, Владимир Таратинсем тĕрлĕ çулсенче ирĕклĕ майпа кĕрешсе хисеп пьедесталĕ çине темиçе хутчен хăпарма пултарнă, ялсенче ирттернĕ Акатуйсенче çĕнтерсе чи сумлă парне - така çĕнсе илнĕ. Николай 1971 çулта «Урожай» ирĕклĕ спорт обществăн Тĕп совечĕн чемпионĕ пулнă. Владимир - «Урожай» ирĕклĕ спорт обществăн Тĕп совечĕн призерĕ, классика тата ирĕклĕ майпа кĕрешсе Чăваш АССР чемпионĕ. Иван - спорт мастерĕ, «ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

- Вăрмар çĕрĕ паллă спортсменсемпе пуян. Пĕр тăван Таратинсем вара ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе чапа тухнă. Вĕсен спортри çитĕнĕвĕсем паянхи çамрăксене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов ячĕпе сире пурне те саламлатăп, кĕрешÿре ăнăçусем сунатăп, - терĕ ăмăртусем пуçлас умĕн район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов.

Кĕрешĕве хутшăнакансене РФ Патшалăх Думин депутачĕ, ЧР ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федераци президенчĕ П.Семенов саламланă. Çав салампа РФ Патшалăх Думин депутачĕн помощникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ЧР ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В.Семенов паллаштарчĕ. Ăмăртăва килнисене пĕр тăван Таратинсен 1960-1970 çулсенчи çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Иван Таратина кĕрешекенсен статуэткине парнелерĕ. Çавăн пекех Николайпа Владимир Таратинсене те парнесемпе тивĕçтерчĕ. Тупăшăва хутшăнакансен çавăн пекех республикăри çар ĕç комиссариачĕн муниципаллă пĕрлĕх тытăмĕн пай начальникĕ М.Пуклаков, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л.Лукин саламларĕç. Ăмăртăва йĕркелекен И.Таратин килнĕ хăнасене, тупăшăва хутшăнакансене саламланă май, çĕнтерÿçĕсем валли хаклă парнесем хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ.

Ăмăртусем кашни ушкăнрах çивĕч иртрĕç. Çĕнтерÿçĕсем те паллă. 69 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче Александр Александров (Кавал шкулĕ) чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче пирĕн район чысне хÿтĕленĕ Дмитрий Скворцов, Александр Павлов, Анастасия Таратина, Анюта Ширеева, Ирина Молокина призлă вырăнсене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене спорт ветеранĕсемпе ытти яваплă представительсем район пуçлăхĕн грамотипе наградăларĕç, медальсемпе хаклă парнесем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика