12 января 2010 г.
Манăн сăмахăм Нина Васильевна çинчен. «Нина аппа», - тесе чĕнеççĕ ăна пĕлекенсем. Вăл Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Нина аппа 1-мĕш класа Чупай ялĕнчи вăтам пĕлÿ паракан шкула кайнă. Унтах вăл çичĕ класс пĕтернĕ.
Вун тăватă çул тултарсан, çуллахи вăхăтра, çамрăк хĕр Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçлать. Хĕллехи вăхăтра вара чукун çул çине юр хырма çÿрет. Вун ултă çул тултарсан Нина аппана Саратов облаçĕнчи кирпĕч заводне командировкăна яраççĕ. Вăл унта виçĕ уйăх хушши пурăнать. Тепĕр командировка хĕршĕн пĕр çултан пулать, вăл Актюбинск облаçĕнчи кирпĕч заводĕнче иртет. Çак облаçре хĕр икĕ çул хушши ĕçлесе пурăнать.
Çакăнтах пулас мăшăрне Николай Михайлович Мрзукова тĕл пулать. Вăл та Нина Васильевна пекех çак облаçе Чăваш Енрен командировкăна килнĕ пулнă.
Икĕ çул çак облаçре пурăннă хыççăн, пурăнмалли çуккине пула, Нина аппа Кустанай облаçне тăванĕсем патне тухса каять. Вăл кунта фермăра дояркăра ĕçлет.
Пулас мăшăрĕ, Николай Михайлович, ăна кунта шыраса тупать. 1957 çулта вĕсем пĕрле пурăнма пуçлаççĕ. 1958 çулта Нина аппапа Коля пиччен йыш хушăнать, çемьере ывăл çуралать.
1961 çулта çемйипе Кĕтеснер ялне куçса килет. Пурăнма пÿрчĕ - çурчĕ çуккипе çемье Волгоград облаçне тухса каять. Унта вĕсем вун икĕ çул хушши пурăнаççĕ. Пурпĕрех чун-чĕре çуралнă вырăнах туртать. 1974 çулта Мрзуковсем Чăваш Ене тĕппипех куçса килеççĕ. Пÿрт илсе Кĕтеснер ялĕнчех пурăнма пуçлаççĕ, вара Нина аппа колхоза ĕçе вырнаçать.
- 1987-мĕш çулта мăшăрĕ çĕре кĕрет. Вăл тăватă çул хушши пĕччен пурăнать. Сывлăхĕ хавшаса çитнипе 2005 çулта Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче хÿтлĕх тупать. Çакăнти пурнăç Нина Васильевнăна питĕ килĕшет. Вĕсем кунта пĕр-пĕринпе пĕр килти пек пурăнаççĕ, ун пек шăпаллисем вăтăр иккĕн...Вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра ал-ĕç кружокĕ ĕçлет: ватăсем алсиш-нуски çыхаççĕ. Нина аппа та ахаль ларма юратмасть, çак кружока хаваспах хутшăнать. Ачасене социаллă пулăшу паракан Арапуçĕнчи центр валли алсиш-нускисем çыхса парать. Нина Васильевна мĕн çамрăкран юрлама, ташлама, балалайка калама питĕ ăста. Хăйĕн пултарулăхĕпе вăл çакăнта пурăнакансене савăнтарать. Ирттерекен уявсене хаваспах хутшăнать.
«Тавтапуç çакăнта ĕçлекен ĕçченсене, вĕсем мана вилĕмрен çăлса хăварчĕç, ку пурнăçа эпĕ çăтмахра та курас куç», - тет Нина аппа.