АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн юратнă асатте

12 января 2010 г.

2009 çул Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулчĕ. Кăçал - учительсен çулталăкĕ. Ман шутпа çĕр ĕçченĕсен çулталăкĕ нихăçан та вĕçленмест, мĕншĕн тесен ял çыннин пурнăçĕ яланах çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Манăн вара çĕр ĕçĕпе çыхăннă, çĕр ĕçне чунĕпе парăннă çын çинчен - манăн юратнă асатте çинчен - Геннадий Васильевич Руссков пирки çырас килет.

Вăл 1940 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Урнар ялĕнче çуралнă. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ, çăмăл пулман амăшне виçĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларма. Асатте 14 çултах, темле май тупса, çерем çĕрсем уçнă çĕре тухса кайса ĕçленĕ. Икĕ çул тăрăшнă вăл унта, кайран тăван яла таврăннă та бригадирта ĕçлеме тытăннă. Çак вăхăтра миçе директор улшăнман пулĕ, вăл вара пĕр тĕпленнĕ ĕçре - бригадиртах ĕçленĕ. Хăй каласа панă тăрăх, çур аки, вырма вăхăчĕсенче уйрах пурăннă тесен те юрать. Ирхи шурăмпуçпа уя тухнă та - хăш вăхăтра киле кĕнĕ, калама йывăр. Хăш участокра мĕнле культура çитĕнме пултарассине вăл малтанах пĕлсе тăнă. Нумай çулсем çĕр ĕçĕпе çыхăннă çĕрте вăй хунăшăн пĕрре кăна мар ырă ята тивĕçнĕ асатте. Вăл вăхăтра районти ял хуçалăх управленин начальникĕнче ĕçленĕ В.Мадянов та асаттене яланах ырăпа аса илет. «Çынна сăмах каласан мар, калама çăвар уçсанах вăл мĕн каласса пĕлмелле, тесе вĕрентетчĕ пире Вячеслав Алексеевич», - тет асатте иртнине кăмăллăн аса илсе.

1987 çулта «Орнарский» совхоз йĕркеленсен асатте директор заместителĕнче ĕçлеме пуçлать. Тăхăр çул хушшинче вĕсем Н.Максимов директор ертсе пынипе, ял çыннисем тăрăшнипе совхоза районта малтисен шутне çитиех хăпартма пултараççĕ. Совхозăн пурлăхпа техника никĕсне пуянлатаççĕ, тухăçлă хăмла çитĕнтереççĕ. Хăмлана аякри хуласене, çĕршывсене илсе кайса сутнă. Вăл вăхăтра холодильниксене, телевизорсене, пальто-курткăсене кунта туянма йывăртарах пулнипе асатте халăха аякран кирлĕ таварсем илсе килсе валеçнĕ. Вăл вăхăтра ялта ача сачĕ, çĕвĕ цехĕ, ферма, кантур тата ытти çуртсем ÿссе ларнă. Çак ĕçре пирĕн асаттен тÿпи те пур.

1997 çулта асатте «Яниковское» хуçалăхра строительте ĕçлеме тытăнать те мĕн совхоз пĕтичченех тăрăшать. Ĕçе пĕлсе, яваплăха туйса ĕçленĕрен кунта та хисепре пулнă вăл. 2000 çулта тивĕçлĕ канăва тухрĕ пулин те, килте лармасть. Ĕçлекене ĕç тупать, тенĕ пек Урнар çĕрне Н.Крылов фермер илнĕ хыççăн асаттене каллех ĕç тупса пачĕç. Ăна фермăри ĕçе йĕркелесе пыма шаннă. Халĕ вăл 70 çул тултарать пулин те, кашни ир ĕçе васкать, канмалли кун та çук унăн. Ял халăхĕ те хисеплет ăна, миçе хутчен ял Совет депутачĕ пулман-ши вăл. Халĕ те Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн депутачĕ. Ĕçре палăрнăшăн панă Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем те чылай унăн, ялти хуçалăхран пуçласа районти тата республика шайĕнчи таранах.

Маншăн вара асатте чи лайăххи, чи юратни. Канлĕ ватлăх та вăрăм кун-çул кăна пултăрччĕ унăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика