АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшши çулсемпе çухалмасть

12 января 2010 г.

Чун ăшши çулсемпе çухалмасть

Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, шăпи, анчах пĕр вăхăталла çуралнă çынсен кун-çулне илес пулсассăн, хăш-пĕр чухне уйрăмлăхĕнчен пĕр пеклĕхĕ ытларах килсе тухнă пек туйăнать. Акă иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çуралнисене илсессĕн - çăпаталлă, выçă-тутăллă ачалăх, ĕçпе пиçĕхнĕ çамрăклăх тата чун ăшшине çухатмасăр ырри патне туртăнни.

Çак сăмахсем пурте Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Галина Петровна Соловьевана тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. 1932 çулта йышлă ачаллă çемьере кун çути курнă вăл.

- Сакăр ачаран чи кĕçĕнни пулнă эпĕ, ачашши, - куларах аса илет халĕ Галина Петровна. Анчах «ачашланни» 3-4 сехетре ирхине çурлапа тырă вырма тухсан ана çинче аппăшĕсенчен ытларах тÿрлене-тÿрлене тăнинче кăна пулнă пулĕ. Ун чухне те, çынран юлас мар тесе, хăвăрт кăна ыраш пучахĕсем патнелле пĕшкĕннĕ. Ара аппăшĕсен: «Пилĕк сан çеç мар, пирĕн те ыратать», - тенине те ваштах илтес килмен ĕнтĕ.

Ялти шкулта тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне ашшĕсĕр тăрса юлать. Сăмах май, Петр Петрович колхоз ĕçне çÿренисĕр пуçне ал-ури çыпăçуллă пулнипе те палăрса тăнă - вĕрен - тилхепе явнă, кĕрĕк çĕленĕ. Каярах унăн çак ырă енĕ ывăлĕсенче те палăрнă - Ваççа, Коля, Петя пиччĕшĕсем тир-сăран тăвас, çĕлес ĕçре пултаруллă пулнă. Амăшĕ те, Вера Петрова, тумтир çĕлес енĕпе палăрса тăнă.

7 класс пĕтерсен Галина Петровна колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, хĕллехи вăхăтра Хусана кайăк-кĕшĕк тĕкне çăлма, Йĕпреç тăрăхне вăрман касма çÿренĕ. Каярах вăл ялти шкулта техслужащи пулса тăрăшать. 1957 çулта вара Шупашкарта сутуçăсен курсĕнчен вĕренсе тухсан пурнăçне суту-илÿ системипе çыхăнтарать. Малтан Вăрмарти известь заводĕнче буфетра, унтан Кавалти райпо лавккинче, Вăрмарти гастрономра, «Урмарский» совхоз столовăй заведующинче вăй хурать, 1987 çулта унтанах пенсие тухать.

1963 çулта Галина Петровнапа Александр Иванович Соловьев çемье çавăраççĕ. Пулас çемье пуçĕ ун чухне районти сельхозтехника пĕрлешĕвĕнче водитель пулса ĕçленĕ. 1964 çулта çут тĕнчене хĕрĕ - Светлана килет. Халĕ вăл хăй те çемьеллĕ, Канашри медицина училищине, Мускаври гуманитари институчĕн филиалне вĕренсе пĕтернĕ, Чăваш Енри медицина страховани компанийĕн Канашри уйрăмĕнче тăрăшать, мăшăрĕпе, Владимир Михайловичпа, ывăлпа хĕр ура çине тăратнă.

Ывăлĕ, Николай, 1966 çулта кун çути курнă, халĕ «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче водитель пулса ĕçлет. Вера Георгиевнапа, мăшăрĕпе, вĕсем икĕ ывăл - Сергейпе Саша - çитĕнтереççĕ. Çапла вара, Галина Петровна упăшки Александр Иванович çĕре кĕнĕ пулин те, арçын сасси нумай енлĕн янăрать килĕнче. Ывăлĕпе кинĕ ĕçре чухне Галина аппан тĕп пулăшуçисем мăнукĕсем - выльăхсене те апатлама пулăшаççĕ, юрне те хыраççĕ.

Выльăхсем тенĕрен, нумай вăхăт хушши ĕнесĕр пурăнса та курман Галина Петровна. Çын çăмăллине хăвăрт хăнăхать теççĕ те халăхра, анчах Галина Петровна пĕчĕкрен хăнăхнă ĕçе вăй пур чухне пăрахасшăн мар-ха. Вăй-халне вара, ачалăхпа çамрăклăхра курман ырлăхне курма, Турри ăна нумай çула патăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика