АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл Мучи çĕнтерÿçĕсене саламларĕ

12 января 2010 г.

Кĕлкеш шкулĕнчи ачасем тăван ен историйĕпе культурине çав тери интересленсе вĕренеççĕ. Урокра вĕреннисĕр пуçне шкулти Н.А.Афанасьев музейĕ çумĕнчи «Тăван ен» пĕрлешÿре чылай тĕпчеççĕ, ĕçлеççĕ, нумай енлĕн аталанаççĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурссемсĕр пуçне 2009 çулта ачасем олимпиадăсенче те лайăх результатсем кăтартрĕç.

Ноябрь уйăхĕнче 6 тата 9 классенче вĕренекенсем хушшинче районта шкул тавра пĕлĕвĕн олимпиади иртрĕ. Унта ачасем уйрăммăн тата командăпа тупăшрĕç. Кĕлкеш шкулĕн ачисем вара пур енĕпе те мала тухрĕç: 6-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче пирĕн И.Паденькова, тăххăрмĕшсем хушшинче С.Власова 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Тĕпчев ĕçĕ çырса хатĕрлессипе, экспоната методикăпа сăнласа парассипе тата команда зачечĕпе те пĕрремĕш пулчĕç. Декабрь уйăхĕнче çак енĕпе Кĕлкеш ачисем Вăрмар районĕшĕн Шупашкарти олимпиадăна хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш турта тĕпчев ĕçĕсем лайăх çырса тăххăрмĕшсем (С.Власова, С.Семенова) те, улттăмĕшсем (К.Анилина, И.Паденькова) те иккĕмĕш вырăна тухрĕç, иккĕмĕш тура хутшăнма тăваттăшĕ те тивĕçлĕ пулчĕç. Çакă питĕ пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Сăмах май каласан, хăш-пĕр район ачисем иккĕмĕш тура пĕри те тухайман. Олимпиадăн иккĕмĕш турĕнче улттăмĕшсем хушшинче И.Паденькова виççĕмĕш вырăна тухрĕ, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин дипломне тата ятарлă призне илме тивĕç пулчĕ.

Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тăван ен историйĕпе культури предмечĕпе 5 тата 7 класс ачисем тупăшрĕç. Пиллĕкмĕшсем хушшинче пирĕн шкулти В.Алексеев пĕрремĕш вырăна тухрĕ, çиччĕмĕшсем хушшинче Е.Ванюкова пиллĕкмĕш пулчĕ.

Çак çитĕнÿсемпе кăна çырлахмарĕç Кĕлкеш ачисем. Çĕнĕ çул тĕлне шкулта тата тепĕр тăван ен культурин олимпиадине хутшăнма кăмăл турĕç. Çак предмета вĕрентекен классенче кăна ирттертĕмĕр ăна. Çапла вара 5-9 классенчи ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăнсене С.Матвеева, К.Анилина, Е.Ванюкова, С.Власова; иккĕмĕш вырăнсене В.Алексеев, И.Паденькова, А.Иванов, С.Семенова; виççĕмĕш вырăнсене К.Краснова, В.Иванов, А.Жандаров, А.Няхукова тухрĕç. Шкулта Çĕнĕ Çул каçĕнче Хĕл Мучипе Юр пике алă тытса чыслани вара олимпиада çĕнтерÿçисене тата ытларах хавхалантарчĕ. Манăн, çак пултаруллă ачасен ертÿçи пулнă май, вĕсене тата ытти ачасене малашне те ырлăх-сывлăх, телейлĕ кун-çул, вăй-хăват, тарăн пĕлÿ сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика