12 января 2010 г.
Кашни чĕлхен хăйĕн илемĕ, хăйĕн çепĕç сасси. Чăвашсен пуплевĕ-калаçăвĕ те ытти халăхсен чĕлхисем хушшинче хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Анчах пурте çакна туяççĕ-ши?
Халĕ нумайăшĕ, хăйсем чăн чăваш пулин те, ачисене мĕн çуралнăранпа вырăсла кăна калаçтараççĕ. Ялсенче пурăнаканнисем хушшинче çакă тата питĕ кулăшла пек. Ашшĕ-амăшĕсен вырăсла сăмахсем пула та пĕлмеççĕ, каçса кайса вырăсла пуплеççĕ. Мĕн патне илсе çитерĕ-ши çак япала? Кĕçех ачасем тăван чĕлхерен, унтан чăваш ашшĕ-амăшĕнчен, каярах вара хăйсен чăваш йăхĕ-тĕпĕнчен писсе намăсланма пуçлĕç. Тĕп пулĕ вара чăваш ялĕ, чăваш çĕршывĕ, чăваш халăхĕ. Хулара пурăнсан та, тăван чĕлхепе çырма, вулама, таса калаçма пĕлни кама чăрмантарĕ? Тавра курăма, чуна, кăмăл-туйăма, чĕлхене пуянлатĕ кăна. Тăван чĕлхене, йăх-тĕпе юратса, хисеплесе пурăнаканран телейлĕ те пуян çын çук. Телейлĕ-ши çÿлерех асăннă çынсем? Пуян-ши вĕсем? Пуянни, муллăскер, хирĕçлеме те тăрĕ, анчах чун-чĕре пуянлăхĕ пур-ши?
Тем тери вăрăм çул та пĕрремĕш утăмран пуçланать. Пысăк çурт купалама малтанхи кирпĕче хумалла. Пĕр пуçланă ĕç малалла каятех. Юлашки çулсенче пур шкулта та чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне тăван халăх историйĕпе культурине вĕрентессине пурнăçа кĕртрĕç. Çапах хăш-пĕр шкулсенче аслисем тĕп вырăнтан антарса лартасшăнни куç кĕретех. Çак асăннă предметăн сехечĕсене хушас вырăнне чакараççĕ, 8 тата 9 классенче вуçех вĕрентмеççĕ е тата ытти классенче те «касса» хăвараççĕ. Тĕрĕс-ши ĕнтĕ çакă? Хамăр алăпа чăвашлăха, пурнăçа тĕп тăватпăр, вара начар пурăнатпăр тетпĕр, ятлатпăр (хамăра мар, урăххисене).
Е тата тепĕр пăтăрмах. Килеççĕ ялалла ытти çĕртен хуларан куçса. Ачисене вара ашшĕ-амăшĕсем чăвашлăхпа мĕн çыхăннине вуçех вĕренттересшĕн мар, унтан темрен хăранă пек шарт сикеççĕ. Лайăхрах шухăшласа пăхсан, тăван ен историйĕпе культурине шкулта вĕрентесси - ырламалли лайăх ĕç, сăваплă ĕç. Ку вăл Тăван Çĕршыв ырлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн паха ĕç. Культура урокĕсенче ачасем яланах хастарлă тĕпчевре, шыравра, тĕрлĕ-тĕрлĕ событисене сÿтсе яваççĕ, халăхпа, тăван ял çыннисемпе çывăхланса ĕçлеççĕ, пĕрне-пĕри час-часах пулăшаççĕ, пур енĕпе те интересленеççĕ, прессăпа тата кĕнекесемпе туслă.
Мĕн чухлĕ юмах, сăвă, халап, юптару, юрă-такмак чăваш халăхĕн! Ахальтен мар ăна «çĕр пин юрăллă халăх» тенĕ. Тăван чĕлхене, халăх культурине тĕплĕн пĕлсен тин ача ытти çынсене, урăх халăх культурине хисеплеме вĕренет. Çавăн хыççăн тин ача вырăс чĕлхипе ытти чĕлхесен вăйне, чăн пĕлтерĕшне туйса илет. Ытти чĕлхесене те вара çăмăллăнах алла илме пултарать. Нумай чĕлхе пĕлни вара çынна питĕ усăллă. Ахальтен мар чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çапла каланă: «Ик чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс». Чăн та, çĕршывра тем тĕрлĕ чĕлхе те пур. Анчах та атте-анне чĕлхи - чи çывăххи, ăс-тăн чикки, пурнăç тымарĕ. Ку вара темĕнле çĕнĕрен те çĕнĕ технологирен те пахарах.
Иртнĕ пурнăçа манакан - паянхи пурнăçран юлакан, теççĕ ваттисем. Иртни вăл - пурнăçăн уйрăлми пайĕ. Епле манма пултаратпăр-ха эпир асаттесемпе асаннесене, атте-аннене, вĕсем утса тухнă йывăр та пархатарлă çула? Пирĕншĕн тар юхтарнă вĕсем, малашлăхшăн, чăвашлăхшăн. Эпир вара темшĕн ют патшалăхалла талпăнатпăр, ачасене Америка валли хатĕрлетпĕр, ачасене вăрçа-вăрçа хуланалла кăларса яратпăр, ялтан пистеретпĕр, Чăваш Республикинчен аяккарах пурăнччăр тетпĕр. Çапла мар-и, тăван халăхăмăр? Пулĕ-ши капла пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшÿ, юрату, туртăну? Юратĕç-ши пире ют патшалăхра ÿсекен мăнуксем? Телейлĕ пулĕç-ши вĕсем хăйсен тымарĕсемсĕр? Мĕнле майпа вĕрентмелле ачасене шкулта?
Çакă тата ытти нумай-нумай ыйтусене сÿтсе яврăмăр эпир, районти шкулсенче тăван ен культурине вĕрентекенсем, пире валли ятарласа йĕркеленĕ курсра. «Тĕнче хĕвелпе çуталать, этем-пĕлÿпе», - тенĕ ваттисем. Пĕлĕве куллен пуянлатса пымалла. Пурнăçĕ улшăнать, халăх та улшăнать. Çавăнпа учительсем те кулленех вĕренеççĕ, тĕпчеççĕ, тĕнчери пулăмсемпе кăсăкланаççĕ, çĕннипе паллашаççĕ, пулни-иртнине, çитменлĕхсене те сÿтсе яваççĕ, пурнăç уттипе тан пымалли çĕнĕ меслетсене те пăхса тухаççĕ. Шăп икĕ эрне хушши вĕрентĕмĕр. Шупашкарти учительсен вĕрентÿ институчĕ пире валли ятарласа курсне хамăр район центрĕнче, Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулта, ирттерчĕ. Кашни кунах институт преподавателĕсем Вăрмара килсе çÿрерĕç. Ытларах пирĕнпе Елена Викторовна Александрова (Елена Енькка) преподаватель ĕçлерĕ. Вăл пирĕн пата килсе çÿреме хавас пулни пире питĕ хавхалантарчĕ. Вăлах 4-8 классенче вĕрентмелли учебниксен тата ĕç тетрачĕсен авторĕ тата ăста художник. Хăй хулара çуралса ÿснĕскер, 24 çула çитсен чăвашла вĕреннĕ, тăван ен культурине тĕпчеме тытăннă, ялта пурăнма пуçланă. Халĕ вара унтан лайăх чăвашла калаçакан та, унтан лайăх тăван ен культурине тĕпчекен, аталантаракан та çук тейĕн. Чăн-чăн ырă тĕслĕх!
Çапла вара тăван чĕлхене лайăх пĕлни хамăрăн халăх тата республика историйĕпе тарăнрах паллаштарать. Тăван халăх кун-çулне анлăрах пĕлме май парать, чăвашлăха аталантарать.
Çапла пултăрччĕ, тăванăмăрсем, туссем, тăван халăхăм!