01 января 2010 г.
Çулталăк вĕçленчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт. 2009 çул Вăрмар районĕшĕн ырă ĕçсемпе пуян пулчĕ. Вĕсене эпир иккĕмĕш страницăра вырăн парас терĕмĕр. Халĕ вара районăн 11 уйăхри социаллă-экономикăллă аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллашма сĕнесшĕн.
Строительство
2009 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче пĕтĕм çăл куçсенчен 480,74 миллион тенкĕлĕх чи кирлĕ строительствăна укçа-тенкĕ хывнă. Çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 101,7 процент пулать. Строительствăпа монтаж ĕçĕсем пурĕ 404,48 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан - 101,6 процент.
Поселокри «Илем» физкультурăпа спорт комплексне хута янă, чукун çул вокзалĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Поселокри 24 хваттерлĕ çурт-йĕре хута ярассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи тăрăшса вăй хурать. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1040 тăваткал метр шутланать.
Кăçалхи 11 уйăхра пĕтĕм çăл куçри укçа-тенкĕпе 31365 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 95,8 процент пулать.
«Вăрмар районĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсем тăвасси» районти адреслă программăпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 42 çурт-йĕре юсамалла пулнă. Çавна май капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама 27,9 миллион тенкĕ уйăрнă. 40 çуртăн çивиттине улăштарнă, 31 çуртăн умне çĕнетнĕ, 28 çуртра инженери сечĕсене юсанă, подряд организацийĕсене ĕçшĕн 22 миллион тенкĕ тÿленĕ.
Ял хуçалăхĕ
«Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» пирĕн районшăн пĕрре те начар пулмарĕ, мĕншĕн тесен ял хуçалăх отраслĕнче палăрмаллах çитĕнÿсем пулчĕç. 2009 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче, пур категорири хуçалăхсемпе шутласан, аш-какай туса илессипе иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1,9 процент ытларах туса илнĕ. Çак вăхăт тĕлне районта 15460 тонна сĕт туса илнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 335 тонна ытларах, çакă 2,2 процент ытларах. Çăмарта туса илесси те начар мар - 6871 пин штук, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 81,4 пин çăмарта нумайрах, 1,2 процент ытларах. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ те пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан самаях ÿснĕ - 1065 пуç ытларах. Пур категорири хуçалăхсенчине шута илсен, ĕнесем паянхи куна 4081 пуç, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 102,0 процент ытларах, сыснасем - 8442 пуç, 111,4 процент, кайăк-кĕшĕк йышĕ 36227 пуç ытларах ÿснĕ, е 43,1 процент.
2009 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенне шута илсен, 14618 гектар çинчен 38742 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса çапса тĕшĕленĕ, малтан шутласа пăхнă тăрăх пĕр гектартан 26,5 центнер тухнă. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче вара пĕр гектар пуçне 33,4 центнер, «Павлов» хресчен (фермер) - 31,0, «Сапаркин» - 29,1, «Иванов» - 29,1, «Передовик» - 28,0 центнер пухса илнĕ.
Çĕр улмине районĕпе 932 гектар çинчен 18016 тонна туса илнĕ, «иккĕмĕш çăкăр» пĕр гектар пуçне 193,0 центнер тухнă.
Кĕрхи культурăсене 6511 гектар çинче акса хăварнă, ку планпа палăртнинчен 109 процент. Хăмла пухассипе те район начаррисен ретĕнче мар, 16 гектар çинчен 29,7 тонна пухса кĕртнĕ, вăтам кăтарту - 18,6 центнер. Районта пурăнакансем «Агропромышленность аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе те активлă хутшăнаççĕ.
Çăмăллăхлă кредитсем илсе хушма хуçалăхсене аталантарма тăрăшаççĕ. Паянхи куна 2070 уйрăм кил хуçалăхĕ 330004 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ноябрь вĕçĕ тĕлне кăна 313 çын 49467 пин тенкĕ илнĕ, çав шутран перекет банкĕнчен - 16637,0 пин, «Россельхозбанкран» 32830,0 пин тенкĕ.
Предпринимательлĕх
Вĕсен шутне юридици сăпатĕнче тăракан - 105 тата уйрăм çын предпринимательсем - 681 кĕреççĕ. Экономикăн пĕтĕм отраслĕнче пурĕ 4951 çын вăй хурать. Вĕсенчен 1878 çын предпринимательлĕх ĕçĕнче тăрăшать. 2009 çулта вак тата вăтам бизнес сферинче 65 хушма ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсенчен кăçалхи 11 уйăхра 5034,6 пин тенкĕ налук кĕнĕ.
Районта вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Пуçласа пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантаракансем валли грант шучĕпе 1256 пин тенкĕ пулăшу кÿнĕ.
2009 çулта процент ставкисене тÿлессипе субсидилессине район бюджетĕнче 100,0 пин тенкĕ пăхнă. Унсăр пуçне Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерстви пулăшнипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществине укçа-тенкĕ çаврăнăшне йĕркелеме субсиди парса пулăшнă.