26 декабря 2009 г.
Хĕле кĕнĕ май ял ĕçченĕн пушă вăхăт нумайрах тесе каласан тĕрĕсех те пулмасть пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пĕрре те ахаль лармаççĕ. Кĕтеснерти библиотека, клуб ĕçченĕсем ял халăхĕ валли тĕрлĕрен те тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, ялти библиотека çумĕнче чылайранпа ĕнтĕ ырă сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе ятарлă клуб ĕçлет. Кунта спортпа туслă, хăйĕн ăс-тăнне куллен ÿстерес шухăшлă тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем çÿреççĕ. Çĕр çыннисем хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче уйăхра пĕрре кăна çÿреме пултаратчĕç, халĕ вара вĕсем кашни эрнере пуçтарăнаççĕ.
Вĕсем валли ятарласа спорт пÿлĕмĕ те пур. Вăл иккĕмĕш çул ĕçлет. Ку ĕçе культура ĕçченĕ, илемлĕх ертÿçин ĕçне туса пыракан А.Скворцов тăрăшнипе йĕркелесе янă. Хăех тĕрлĕрен спорт хатĕрĕсем ăсталанă тата бокс перчаткисем, гантельсем, штангăсем туяннă. Вăл ертсе пыракан секцине ялти çамрăксемпе ачасем кулленех пуçтарăнса хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ.
Ял çыннисем хăйсен чун сипетне хавхалантармалли, спортпа туслă пулса кун-çула тăсмалли меслет тупни савăнăç кăна кÿрет, вăй-хăват парать.